Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Пил Тымарлана чӑвашлах хуравланӑ

Аçтахар Плотников24.04.2015 10:0110090 хут пӑхнӑ

Пил Тымарлан лавккасенче (тӗрӗссипе пур ҫӗрте те) чӑвашла калаҫни пирки, ҫакна пула тӗрлӗ пӑтӑрмахсем сиксе тухни ҫинчен пире Софья Савнеш каласа парсаччӗ.

- Эсир кирек ăçта та чăвашла çеç калаçни пăтăрмахсем кăларса тăратмасть-и?

- Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм. Акă нумаях пулмасть лавккана çăкăр патне кĕтĕм. Киле çăкăрсăр таврăнма лекрĕ. Ара, сутуçăсемпе чăвашла калаçрăм. Лешсем ăнанманнине кура сентре çине те тĕллесе кăтартрăм. Пур-пĕрех кутăна переççĕ. Çăхав çырма лекрĕ.

Ку ӗҫ хайхи «Калач» (чӑвашла Кулач) лавккинче пулса иртнӗ курӑнать. Пил Тымарлан ҫӑхавӗ АУО «Хлеб» ертӳҫи патне ҫитнӗ пулас та лешӗ ӑна чӑвашла хурав панӑ. Паллашма сӗнетпӗр:

Вулама ҫӑмӑлах мар пулсан унта ак ҫапла ҫырнӑ:

«Хисеплӗ Пил Николаевич!

Эпир сирӗнтен пирӗн сутӑҫпа Жестянкина Галина Владимировна(ӑ)па пӗрле каҫару ыйтатпӑр.

Лавк(к)ара ӗҫченсене пуху пухса ҫак пулса иртнӗ пӑтӑрмаха сӳтсе яврӑмӑр, Жестянкина Г.В. асӑрхаттару патӑмӑр.

Сутӑҫ хӑйӗн йы(ӑ)нӑшне ӑнланчӗ, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл турӗ.

Эсир, Пил Николаевич, пирӗн лавк(к)асене ҫӑкӑр илме ҫӳрессе шанатпӑр.

Ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Лавк(к)а ертӳҫи»

//хӑлӑпсенче ҫыру ҫыраканӗ тунӑ йӑнӑшсене кӑтартрӑм-ха :) Унӑн паян Пӗтӗм чӑваш диктантне хутшӑнса чӑваш орфографи йӗркевӗсене пӑхса тухмаллах :).

 

Ку хурав пире мӗне вӗрентет? Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине калакан саккуна пӑснисем пирки ҫыру-ҫӑхавсем ҫырмаллах. Пӗр Пил Тымарлан кӑна мар, кашни ҫырса тӑрсан лару-тӑру кӑштах та пулин ылмашатех. Вырӑнтан хускалатех.

Хӑш-чух, паллах, лавккасем ҫын ыйтнине шута илмеҫҫӗ. Эп те пӗрре хамӑр Лапсарти «Магнит» лавккари сутӑҫсем ватӑ кинемейсене хистесе вырӑсла калаҫтарнине курсан вӗсем патне ҫӑхав ятӑм. Унччен вӑл вырӑнта «Лапсарский» лавккаччӗ — унти сутӑҫсем чӑвашлах калаҫатчӗҫ. «Магнит» йышӑнчӗ те, йӑлт чӑвашла пӗлмен хӗрсене лартса тухрӗ. «Магнит»-ран ҫыру килчӗ ман пата. Хайхи иккен чӑвашла пӗлекен хӗрсене тупма питӗ йывӑр, кун ҫутинче хунарпа шырасан та тупаймӑн. Анчах ман сӗнӗве — чӑвашла пӗлекен хӗрсене тытасси пирки — шута илӗтпӗр терӗҫ-ха. Паянхи кун та «шута илеҫҫӗ». Ҫавӑнпах эп хам Ҫӗнӗ Лапсарта «Арника» лавккана ҫӳретӗп (таварӗсем унта хаклӑрах пулин те), «Магнита» хутран-ситрен кӑна кӗретӗп.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2015.04.24 22:08
Аçтахар Плотников
Паян хам та «Электроприбор» ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Акконд» лавккинче чӑвашла ыйтрӑм. Вырӑсла кӑна пӗлекен хӗр лекрӗ. «Ҫиччӗ» тени ҫине «Четыре?» тесе ыйтрӗ. «Шкулта вӗренмелле пулнӑ», — тесе асӑрхаттарсан, чӑваш чӗлхи ун чухне имӗш кирлӗ пулман. Халь, суту-илӳре ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра, нивушлӗ чӑваш чӗлхине пӗлни кирлине туймасть?..

Зина, ара эп йӑнӑшсемшӗн персе пӑрахмалла тесе каламастӑп вӗт? Тӗллерӗм кӑна. Пирӗн вырӑссенчен те вӗренмелли чылай. Тӗслӗхрен, кам та пулин йӑнӑшла ҫырсанах вӗсем тӗллесе кӑтартаҫҫӗ, тӗрӗс ҫырма пӗлменнишӗн айӑплаҫҫӗ, унашкал ҫынсене катӑкрах тесе шутлаҫҫӗ. Ку вара килӗшет-и-килӗшмест-и — чӗлхен хисепне ӳстерет. Чӑваш чӗлхине те хисеплетчӗр тесен йӑнӑшсем ҫине тӗллемеллех. Аттук, ав, Шупашкарта темиҫе чарӑну йӑнӑшла ҫырнипе хӑҫантанпа тӑраҫҫӗ. «Юрать-ха чӑвашла ҫырнӑ», — тесе лармалла-им вара?
Зина // 8073.1.9993
2015.04.25 06:20
"Аттук, ав, Шупашкарта темиҫе чарӑну йӑнӑшла ҫырнипе хӑҫантанпа тӑраҫҫӗ. «Юрать-ха чӑвашла ҫырнӑ», — тесе лармалла-им вара?"

Документсемпе географи ячĕсене паллах тĕрĕс çырмалла.Уншăн эпир хамăр та пăшăрханатпăр.Эпĕ кунта чăн чăвашсене асăрхаттармастăп, халĕ чунтан хисеплесе пирĕн чĕлхене вĕренме тытăннисене хисеплеме ыйтатăп.Мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ сая ан кайтăр. Акă, эпĕ вырăс çемйинче ÿснĕ ачана чăвашла хитре мар калаçнишĕн "Чăн чăваш" хĕнесе пăрахнине те пĕлетĕп.Ашшĕ-амăшĕ мĕнле кÿренчĕ çакăн хыççăн пирĕн çине.Çырура йăнăшасси пур чĕлхепе те пулать, хамăр та вырăсла яланах тĕрĕсех çыраймастпăр.Е тата математикăпа, физикăпа,химипе халĕ задачăсене пурте тĕрĕс пурнăçлайăпăр-ши?
Малтан ĕçе калаçма вĕренессинчен пуçăнар-ха.Калаçма вĕренни паха.Эпĕ ентешсемпе вырăсла, тутарла калаçнишĕн мана никам та вăрçмаççĕ-çке, пулăшса пыраççĕ.Пирĕн те хамăр чĕлхене вĕрентес ĕçе ырă кăмалпа туса пымалла.
2015.04.25 08:07
Аçтахар Плотников
Зина, ара ку ҫыру авторӗ те халь тин кӑна вӗренме пуҫланӑскер мар. Тахҫантанпах чӑвашла ҫырманни вара питӗ лайӑх курӑнать ун. //вӗренсе пӗтернӗскерсенчен туллин ыйтма право пур :)
Agabazar // 2327.96.2211
2015.04.25 10:43
Agabazar
""Аттук, ав, Шупашкарта темиҫе чарӑну йӑнӑшла ҫырнипе хӑҫантанпа тӑраҫҫӗ. «Юрать-ха чӑвашла ҫырнӑ», — тесе лармалла-им вара?"

Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и — кун пирки чи кайран шутлатăп. Чăн малта çак шухăш:

Слапух Турра! Юрать-ха чăвашла...



Паллах, тĕрĕс çырни аванрах ĕнтĕ, кун пирки кам тавлаштăр!
Анчах та хамăр пурте пит аван пĕлетпĕр-çке тĕрĕс çырмалли йĕркевсем мĕн шайра иккенне!
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.01 09:36
Хулара чӑвашла ҫыртарассишӗн кӗрешнӗ вӑхӑтра район центрӗсенче шкулсенче "Добро пожалоавть"сем кӑна курӑнаҫ.
Agabazar // 2338.39.5924
2015.05.01 11:28
Agabazar
Район центрĕсем вара, мĕн, хуласем мар-им?
Айван // 3785.98.0134
2015.05.01 14:45
Ӗҫлекен ҫынсен пӗрлӗх кунӗ ячӗпе сире,тӑвансем! Сывӑ пулӑр, тутлӑхлӑ пулӑр,чӑвашлӑхшӑн тата малашлӑхшӑн кӗрешӗр!Турӑ ҫине анчах ан шанӑр.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.01 18:21
Район центрӗнче пӗтӗмӗшле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ пулас.Анчах та вырӑсла кӑна Добро пожаловать ҫырни никама та канӑҫсӑрлантармасть.
Agabazar // 3509.29.3189
2015.05.01 19:04
Agabazar
"Район центрӗнче пӗтӗмӗшле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ пулас"

Хăш район центрĕче: Пăрачкавра, Пишпÿлекре е Аслă Нагаткинра? Тен, Нурлатра е Аксура?
Ют Ҫын // 1562.38.7780
2015.05.01 21:35
Ку Agabazar текенни географине те чухлат.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем