Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чиперкке: Паян тӳпе хупӑ

Чиперкке16.03.2015 18:352316 хут пӑхнӑ

Паян тӳпе хупӑ!

Килсемӗр ыран!

Паян йышӑнмаҫҫӗ!

Канаҫҫӗ паян...

 

Ан шаккӑр! Ан тӗртӗр

Пустуй алӑка!

Иртмен сирӗн ӗмӗр -

Пур ҫулӑр яка!

 

Паян хуҫӑк кӑмӑл -

Култармӑш ыран.

Кама халӗ ҫӑмӑл?

Ҫук камӑн суран?

 

Паян тӳпе хупӑ!!!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем