Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Ҫӗн Ҫулпа пире, сурӑхсене.

Владимир03.01.2015 12:5410784 хут пӑхнӑ

Паян эпир «Сурӑхсем Европӑпа пӗрле» партин хастарӗсемпе калаҫса пӑхасшӑн:

- Ыр кун пултӑр, эсир пит паха ҫӳҫ кастарнӑ вара!

- тавта пуҫ, сире те ҫавнах сӗнетӗп!

- Юнашар ҫӗнӗ ашкакай савӑтне уҫнӑ пирки эсир мӗн шутлатӑр?

- Тахҫанах кӗтне япала! Халӗ эпир те Европа шайӗпе пурӑнма тытӑнатпӑр.

- Унта така ашӗ кӑларма пуҫламаллине эсир илтнӗ-и?

- Ан ухмахланар-ха!

- Мӗншӗн?

- Пулма пултарайман япала пирки калаҫатӑр.

- ашкакакай кӑлармалла теҫҫӗ вӗт.

- чӑх ашӗ кӑларатпӑр тенеччӗ.

- Мӗншӗн ха вара чӑх-чӗп фабрики темен?

- Мӗн ӑнланми пур кунта? Аш вӑл яланах аш!

- эсир ашкакай фабрикин эмблемине курнӑ та ӗнтӗ?

- Аха ҫав, пит куҫа илӗртмелле тунӑ.

- Пит хитре така ӳкернӗ теҫҫӗ.

- ҫаплах, ҫаплах, пит паха ӳкернӗ.

- така аш теҫҫӗ те.

- Ан ухмахланӑр ха, ҫӑнне кӗске каснӑ ҫеҫ.

- Хула тӑрӑх юнпа вараланса пӗтнӗ урапа ҫӳренине эсир асӑрханӑ-и тата?

- Рекламине унта-кунта куркаланӑ енте.

- Кун пирки мӗн шутлатӑр?

- Томат сокӗ е урай сӑрри тӑкӑннӑ пуле.

- Юн теслӗ теҫҫӗ вӗт?

- Ҫук-Ҫук, ытла та хура тӗксӗм, юн хитререх те ҫутӑрах.

- Экспериза ку юнах терӗ пулсассӑн?

- Такам асӑрханайман пулӗ ӗнтӗ вара.

- Хула администрации умӗнче такасене персе пӑрахни пирки мӗн шутлатӑр тата?

- Ку халӑх хӑваласа янӑ нерсӗр сыснасен ӗҫӗ!

- сыснасен вара такасемпе мӗн ӗҫӗ пур?

- Мӗншӗн тесен сысна вӑл яланах сысна.

- Ашкакай фабрикинче халӗ кащкӑрсем хуҫаланнине пӗлетӗр-и?

- Тӗрӗс! Пит тӗрӗс япала- тахҫанах пур ҫӗрте те тирпей кӗртмелле.

- хӑрушӑ мар-и?

- Ҫук, мӗнрен хӑрамалли унта! Кашкӑрӗсем иккӗн-виҫҫӗн ҫеҫ вӗт. Кирлӗ пулсан сыснасене хӑваласа янӑ пекех хӑвалатпӑр.

- Кашкӑр сыснаран пахарах-им?

- Паллах. Сысна тирпейсӗр, кашкӑр тирпейлӗ.

- Фабрикӑна тата пилӗк кашкӑр килмеллине илтнӗ-и эсир?

- Илтнӗ, пӗлетпӗр, кӗтетпӗр. Ку паха япала пире европӑна хӑвӑртрах ҫитме пулӑшӗ.

- Сирӗн шухӑшпа хале пире мӗн чи кирли?

- Хӑрушсӑрлӑх. Вӑрманти упасенчен сыхланасси.

- Упасенчен хӑрамалла ши пирӗн?

- Паллах, вӗсенчен сыхланалла та ӗнтӗ пирӗн.

- Упа пулӑпа ҫирла кӑна ҫиет вӗт.

- Ҫамрӑк такасене те кӑмӑллаҫҫӗ тет.

- Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?

- Туртса ҫурнӑ такасен укерчӗкӗсене сахал мар кӑтартаҫҫӗ вӗт.

- Мӗншӗн вара кӑна упасем тунӑ тесе шутлатӑр тата?

- Тата кам урӑх?

- Кашкӑрсем мар-и?

- Кашкӑрсем тирпейлӗх куреҫҫӗ кӑна. Карта леш енчи вилесем - качакасем.

- Така евӗрлехҫке вӗсем.

- Ҫук, кусем упасемпе туслашма хӑйна качакасем.

- Сирӗн юратнӑ тус-така пур-и?

- Паллах, пур. Эпир пит туслӑ пурӑнатпӑр!

- Качакасене пулӑшма шутламаҫҫӗ-ши вӑл?

- Ҫук, вӑл ашкакай фермине ӗҫе вырнаҫнӑ.

- Ҫиру ҫирать-и?

- Ҫук-ха.

- Тахҫанах-и вӑл унта?

- Ик уйӑх кӑна-ха.

- Пурин те ҫӑн кастармалла тенине илтнӗ-и?

- Пит терӗс шухӑш. Тирпейленме вӑхаӑ. Европа кӗтсе ывӑнчӗ!

- Ҫӑнне фабрикӑра касас тенине мӗнле йшӑнтӑр?

- Тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Унта мӗнпур хатӗрӗ пур. Веҫех ҫӗнӗ, европари евӗрлех.

- Эсир каятӑр-и?

- Паллах! Рекамӑри пекех тутаратӑп.

- Тавтапуҫ! Ырӑ ҫул пултӑр апла!

- Сывӑ пултӑр пирӗн фабрикӑ!

- Сывӑ пулччӗр сурӑхсемпе такасем!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 08:55
Agabazar
Ну паллă ĕнтĕ:
"Вĕсемшĕн" савăнăç пулсан — Волочашăн хурлăх,
"Вĕсемшĕн" хурлăх пулсан — Волочашăн савăнăç. :-)
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 08:55
Agabazar
Вăт çапларах ĕçсем.

Пирĕн хамăрăн тепĕр савăнăç та пур. Ĕнтĕ чăваш чĕлхине "ирĕклĕн" вĕрентесси пирки шавлаççĕ. Паллах, унашкал "ирĕклĕхпе" усă курас текенсем пулаççех. Эх, каять пурнăç! Пыл та çу! Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитнĕçемĕн çитсе пыраççĕ! Пурте савăнаççĕ — Таймертан пуçласа Асар таран!
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 10:02
Пирӗн ЧР Конституци тӳррӗн тата иккӗленӳсӗр икчӗлхелӗхе ҫирӗплетрӗ. Закон ЧР шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме ыйтмасть - ХУШАТЬ! Урӑхла каласассӑн - кашни чӑвашӑн хӑйӗн ачине чӑваш историне, культурине, паллах,чӗлхипе литературине туллин вӗрентсе хӑнӑхтарма майсем ҫителӗклӗ.Анчах та вӑйпа вӗрентме никамӑн та ПРАВО ҫук! Вырӑс, е акӑлчан, е тата урӑх чӗлхесене никам та вӑйпа вӗрентейместь! Мана кирлӗ тӑк - эпӗ вӗренетӗп.
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 10:41
Agabazar

Пашалăх патшалăх чĕлхине "вăйпа" вĕрентме тивĕçлĕ

Çапла тăвасси — патшалахăн "ирĕкĕ" мар, тивĕçĕ пулса тăрать.

Гастарбайтерсене те ав вырăс чĕлхипе "вăйпа" урăхла каласан "ирĕксĕр" экзамен тыттарма пуçланă. Экзамен тытнишĕн кашни гастарбайтерăн 3000 тенкĕ кăларса хума тивет.

Кам-ха вăл гастарбайтер? Вăхăтлăх рабочи. Вăл кунта ĕмĕрлĕхе мар, вăхăтлăха çеç килнĕ. Апла пулин те унран вырăс чĕлхипе экзамен пама ыйтаççĕ.
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 10:41
Agabazar
Вăт çапла.
Çынран ытлашши ан кулăр, Волоча юлташ.
Çавăн пекех ыттисенчен те çавнах ыйтасшăн. Вăт сире "Украина". Вăт сире "сурăх".
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 10:49
Гастарбайтера вырӑс чӗлхи кирлӗ: (основы национальной культуры,история,основы права,налоговое право, уголовное право, административне право). Эпӗ те Англине тухса кайсассӑн ҫак ҫӗршывӑн унти пурнӑҫ законӗсене пӗлме тивӗҫлӗ.
Владимир // 1159.09.8548
2015.01.07 11:23
Садикре чӑваш ачисене чӑвашла вӗрентме чӑваш воспитатӗлӗсем кӑна пултарияҫҫӗ. Педуниверситетри профессорсен ӗҫӗ ку! Кашни районти завронон, шкул директорӗн чӑваш чунлӑ этем пулмалла. Асӑннӑ ертӳҫисен чӑвашлӑх туйӗмӗ пулмасассӑн- пушали калаҫу.Ку ӗҫе питӗ асӑрханса, тӑнлӑ пуҫпа кӑна майлама пулать.
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.07 11:45
Тен Ч.Р.Конституцине улшӑну кӗртес.Чӑваш ашшӗ-амӑшне ачисемпе ҫуралсанах чӑвашла кӑна калаҫтарас.Вырӑсла ахаль те вӗренӗҫ.Шухӑшлӑр кӑна:тухан урама-вӗтӗр шакӑр чӑвашла кӑшкӑрашса чупать.Пур ҫӗрте те "атте-анне"илтӗнет.
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 12:03
Agabazar
Володя // 1159.09.8548 2015-01-07 10:49: <<Гастарбайтера вырӑс чӗлхи кирлӗ: (основы национальной культуры,история,основы права,налоговое право, уголовное право, административне право). Эпӗ те Англине тухса кайсассӑн ҫак ҫӗршывӑн унти пурнӑҫ законӗсене пӗлме тивӗҫлӗ.>>

Шел пулин те, суятăр, Волоча юлташ.

Çапах та чи нĕрсĕрри ку мар. Маларах çеç хаяррăн "никамăн та ПРАВО çук!" (ку — цитата)) тесе илтĕр. Халĕ вара "ЗАДНИЙ ХОД" паратăр. Хайхи "право" хăшпĕр чухне пур иккен.
Agabazar // 3018.13.4420
2015.01.07 12:11
Agabazar
Аслă Британире те, ытти çĕрте те никам та чĕлхе экзаменесемпе минретес çук. Енчен те вăхатлăха çеç килнĕ пулсан. Гражданлăх илнĕ чухне çеç пуçланаççĕ унашкал экзаменсем. Цемент миххисене йăтăрланă чухне чĕлхене пĕлни ним тума та кирлĕ мар. Е ăçта та пулин кăштах кирлĕ-тĕк пурпĕрех никам та çынна сăмсаран чышас çук. Никам та апла-капла ÿпкелешес çук.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем