Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2014 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников31.12.2014 19:2314044 хут пӑхнӑ

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ. Ку хыпарсемпе ҫӑмӑлрах паллашма майсем туса пани пирки каларӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк вӗҫнелле эпир майӗпен баннерсен ҫыххине йӗркелеме пуҫларӑмӑр — ӑна асӑрхарӑрах пуль (пуҫелӗкпе текст хушшинче 728х90 виҫеллӗ баннер вырнаҫнӑ). Ҫитес ҫулта ӑна туса ҫитерме тӗллев лартатпӑр — портал кӑшт та пулин укҫа илсе килӗ тесе шутлатпӑр. Хальлӗхе бета-вариантра баннерсен тухӑҫлӑхӗ япӑхах марри курӑнать. Пирӗн шутпа вӑл сахалрах пулмаллаччӗ. Хӑш-пӗр баннерсен CTR-ӗ 0.12 виҫене ҫитет. Унсӑр пуҫне баннерсем ҫине пусакансем те ҫук мар иккен. Ку пире савӑнтарать, ҫавӑнпа та малашне баннер вырӑнӗсене аталантарас шухӑш пур. Баннер вырнаҫтарас хаксем пысӑк пулмӗҫ — 1000 кӑтартма 3 тенкӗ; баннер ҫине пуснишӗн — 50 пус. «Аван-пати» баннер ҫине сӑмахран, чӑвашли ҫине 146 пуснӑ, вырӑсли ҫине — 81. Ку вӑл 2 эрне хушшинче. Кунне пирӗн сайтра 300 ҫын пулнине шута илсен сахал мар пек.

Тепӗр кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх — «Мероприятисем» пай. Тӗрӗслев тапхӑрӗ вӗҫленсе пынӑ май ҫакна каласа хӑварас пулать — унта эпир ытларах спектакльсем ҫинчен, районсенче иртекен кӑсӑклӑ мероприятисем ҫинчен, республика тулашӗнчи мероприятисем ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку ӗҫре эсир те пулӑшасса шанатпӑр — пӗр-пӗр интереслӗ мероприяти пирки ытларах ҫынна пӗлтерсен унта хутшӑнакансем та нумайрах пухӑнӗҫ. Чи малтанах эпир кашни мероприяти ҫинчен пӗлтерме шутланӑччӗ — районсенче тӗрлӗ заседанисемпе пухусемсӗр пуҫне кӑсӑкли сахал мар кашни кун иртет, анчах пурин пирки те кӗртсен чи кӑсӑклисем пирки информаци ҫухалать. Пур спектакле те ҫутатасси вара (чӑвашлисене кӑна пуль) — хамӑр сайтри хӑнасем хушшинче культурӑллӑ мероприятисене ҫӳреттерессине сарасси пулӗ.

Электронлӑ вулавӑшра кӑҫал 500 ытларах хайлав кӑна хушӑнчӗ. Анчах чи кирли — эпир Геннадий Айхин пӗр кӗнекине кӗртрӗмӗр. Тем тесен те кӑҫал ун юбилейӗ пулчӗ-ҫке. Ҫитес ҫул унти хайлавсен йышӗ 7000 иртетех пуль тесе шутлатпӑр (нумай юлман, тата 164 хайлав кӑна кирлӗ). Кӗртме планланӑ кӗнекесен йышне «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 4-мӗш кӗнеки, Степан Асланӑн «Ахрат» романӗ, Марина Карягинӑн сӑвӑ кӗнеки тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне литература ҫулталӑкӗ пулнӑран эпир ҫитес ҫул конкурс та ирттеретпӗр вӗт — ку вара хайлавсен йышӗ ӳсессе шаначӑк паратех. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать — кӑҫал эпир электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса патӑмӑр.

2014 ҫулхи чи пысӑк ҫитӗнӳ вара — Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине пичетлесе кӑларнине палӑртмалла пуль. 9 уйӑх хушши тунӑ ӗҫе раштавра вӗҫлерӗмӗр-вӗҫлерӗмӗрех. Куншӑн пур пулӑшакана та тав сӑмахӗ калас килет. Ҫитес ҫулта вара хамӑр енчен Шупашкар районӗн схемине тӗплӗн кӑларма планлатпӑр. Вӑхӑт тупӑнсан ку ӗҫе туса ҫитеретпӗрех тесе шутлатпӑр (ытти районсенне тӑвакансем кирлӗ — сӗнӳпе тата канашпа пулӑшма хатӗр).

Кӑҫал эпир оффлайн мероприятисем те ирттерсе — «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке пичетлесе кӑларса хӑтларӑмӑр, «Чӑваш ачи, сассуна пур» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Тивӗҫлӗ иртрӗҫ теме пулатех пуль ӗнтӗ.

Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑма пирӗн кӑҫал пурӗ 269 пин те 665 тенкӗ тухса кайрӗ. Вӑл шутра чи пысӑк виҫе — 105 800 тенкӗ хыпар ҫыракансене кайрӗ. Хостингшӑн пурӗ 65 пин те 490 тенкӗ тухса кайрӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫре 28 пин те 180 тенкӗ тӑкаклама тиврӗ (пӗр пайне 2013 ҫултах тӳленӗччӗ). Тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем валли 18 пин те 721 тенкӗ пӗтертӗмӗр. Уявсем ирттерме (чыславсем) 14 пин ҫурӑ кайрӗ. Кӗнеке сканерлакансене 12 пин патнелле тӳлерӗмӗр (кӑҫал ку ӗҫ валли тимлӗх ытти ҫулсенчи пек уйӑрман). Доменсемшӗн пурӗ 5 пин патнелле укҫа тӑкакланчӗ (пирӗн вӗсем сахал мар). Кунталӑк кӑларма 4 пин ытларах тухса кайрӗ, анчах ытларах пайне туянса кайнине шута илсен ку пая спонсорсен шутне кӗртме те юрать. Вӗҫӗнчи тӑкак — реклама. 300 тенкӗ эпир «Повествование о чувашах» сайта рекламӑлама ярсаччӗ (тахҫантанпа рекламӑламан хыҫҫӑн тепре ҫутатас терӗмӗр). Спонсорсен пулӑшӑвӗ 65-70 пин патнелле пулчӗ пулсан, Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑрас ӗҫ самай тӑкаклине курма пулать. Ҫитес ҫул, май килсен порталӑн вырӑсла пайне аталантарма шухӑшлатпӑр. Ун валли тепӗр спонсор тупӑнсан — тем пекехччӗ.

2015 ҫулта, Турри вӑй-хӑват парсан, эпир тепӗр пысӑк проект пуҫласшӑн — чӑвашла онлайн вӑйӑ. Леш хайхи браузерлӑ MMORPG текеннине. Тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи тавра пуҫтарасси пулӗ, тӑван чӗлхе ялти чӗлхе кӑна маррине кӑтартса парасси. Анчах ҫитес ҫул плансем пӗчӗк маррине пула — икӗ конкурс таран ирттермелле, ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине йӗркелемелле — ку вӑййа тӑвасси икӗ ҫула та тӑсӑлса каясси пире хамӑра та лайӑхах курӑнать. Анчах ӑна пуҫласа ямаллине те питӗ лайӑх туятпӑр.

Мӗн планланине пурнӑҫмала Турӑрах вӑй-хӑват ыйтса Аҫтахар Плотников.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2015.01.04 12:02
Аçтахар Плотников
Эп сире пӗлтертӗм: 1) тӳлевсӗр ҫыракан ҫук; 2) пур пулсан та хӑйсем пирки кӑна пӗлтереҫҫӗ; 3) тӳлевсӗр ҫыракан тем тесен те хӑйӗн кӑмӑлӗ пуррипе кӑна ҫырайрать (паян ҫырать, ыран канать). Тата ытти те.
Ҫапла май эп тӗрӗссине каларӑм пуль: чӑннипе ку абзац сире кӗвӗҫтерет кӑна, леш укҫи сирӗн кӗссӗре лекменнишӗн.
2015.01.04 12:07
Аçтахар Плотников
Тепӗр тесен ман шухӑш: чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнишӗн ҫын укҫа илмеллех, ӑна укҫа тӳлемеллех. Хайхи, калӑпӑр, «Известия» хаҫатра тӑрӑшакан корреспондентӑн укҫа илсе тӑма юрать, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан корреспондентӑн вара шӑл шаккаса лармалла? Вӑл чӑвашлӑх «шӑршипе» те тӑранайрать пуль, аха-и?
Якур // 2094.11.2650
2015.01.04 13:51
Пӗтрӗмӗр,Админ тата ухмаха пере пуҫларӗ.Админ ҫырать-"леш укҫи сирӗн кӗссӗре лекменнишӗн"-ку куҫ кӗрен абсурд.Сирӗн укҫан пӗр пусӗ те кирлӗ мар,мӗнле ӑнланмастӑн? Кӑшт шухӑшласа ҫырма юрамасть им? Ку темӑ пӗртте кӗвӗҫтерместь.Шухӑшӗ ҫапларах-статья ҫырса анчах укҫа илекен ҫын чӑвашлӑха аталантарма пултараймасть в принципе!Ав укҫа илсе трибунӑ ҫинчен сӑмах калакансем пит нумайччӗ Эрхиппӑф командинче,паян ӑҫта вӗсем?
2015.01.04 15:21
Аçтахар Плотников
Якур, ара тупса кил вӗсене, укҫа илмесӗр кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме хатӗр ҫынсене. Калатӑп вӗт-ха, ытти пирки ҫырма пултарайманран пӗр укҫа пирки кӑна палкатӑн. Хам сӑмаха каларӑм, урӑх ҫырмастӑп.
//калӑн, хыпарҫӑсене укҫа тӳлесе эп темле пысӑк сиен тӑватӑп. :( Чӑн та ҫав абзаца кӗртмелле марччӗ :(
Agabazar // 2135.42.2022
2015.01.04 17:39
Agabazar
Атнер // 3913.58.4645 2015-01-04 11:06 <<Якур тӗрӗс калать.Ҫеҫпӗле кам укҫа тӳленӗ унӑн вилӗмсӗр сӑввисемшӗн>>

Çеçпĕл Мишши Чăваш облаçĕнчи çав тери пысăк пуçлăх пулнă. Генеральнăй Прокурор, Юстици пайĕн Пуçлăхĕ. Кайран Крыма канма янă. Вăл вăхăтра ахаль çын санаторисем тăрăх çÿреме пултарнă-и? Çук! Пин хут çук!

Якур // 7974.7.8083
2015.01.04 21:18
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ пур
Тимӗр // 4916-2612
2015.01.04 21:20
Админ тата Самант хаҫат кӑларакан Влад.Николаев,паллах,хӑйн вӑхтне,укине шеллемесӗр чӑвашлӑх пирки ҫырнипе калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.Угаслов ҫӗршер пин тӑкать конгреса аталантарма.Сахалтарах ҫав вӗсем пекисем.
Agabazar // 6752.6.5788
2015.01.04 21:39
Agabazar

Çеçпĕл Мишши — Чăвашстанăн пĕрремĕш Прокурорĕ.

Ун умĕн никам та пулман.
2015.01.04 21:42
Аксар Чунтупай сӗнӗвӗпе килӗшетӗп. Анчах пуҫлӑхсем темшӗн чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансене ытлах асӑрхасшӑнах мар ҫав.Хама та пустуй ӗҫпе аппаланатӑн тесе куҫҫӑнах калаҫҫӗ.Ал-ура утнӑ , пуҫ ӗҫленӗ чух пустуй ӗҫпе аппаланасахчӗ -ха.
Якур // 3555.16.9747
2015.01.05 00:43
Админ юлташ, хуратмалӑх пӗр пӗрчӗк те ҫырман. Акапасар авӑ темӗн те пӗр ҫырать-уншӑн ик айкки те тӑвайкки.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем