Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Варнава «Хыпар» хаҫата килсе кайни халӑх куҫӗпе

Аçтахар Плотников18.12.2014 11:0914286 хут пӑхнӑ

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):

 

Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!

 

Атила:
Васпӑти-васпӑти. Хыпар православи хаҫачӗ пулса каяссинчен Аслӑ Киремет хӑтартӑр пире.

 

Асар:
Никольский портречӗ вырӑнне ку Ҫерҫи Варнава сӑнне ҫакса ан хутӑрах тетпӗр эпир редакцире

 

Vyacheslavna:
Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп. Хам та йывӑр чухне чуна тасатма чиркӗве каятӑп.Хамӑн та пачӑшкӑ ӗҫе килсен кабинета тасаттармалла-ха, усал-тӗсел ман ҫул ҫинчен тасалтӑр, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем мана ан чӑрмантарччӑр.

 

Agabazar:
<<Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп.>>

Маншӑн та пурпӗрех. Хуть те Константинопольри Патриарха Варфоломее чӗнсе илтӗр.

 

Bor1959:
Тинех куртӑм паян телевиденипе Туркайпа Варнава мӗнле редакцинче саркаланнине.Акасапар килӗштереть кун пек утӑмсене,редакцинчи клерксем-килӗштереҫҫӗ.Патшалӑх тахҫанах чиркӳпе пӗрле.Апла пулсан мӗн хумхантаратпӑр сывлӑша?

 

Тимук:
Хыпар хаҫата православи тӗнӗ ҫӗнӗ хӑват парасса иккӗленместпӗр. Чӑваш халӑхӗ Христос Турӑ чури! Ҫавӑнпа та Туркай Хыпара Христос пек чӗртсе тӑратма килчӗ! Аллилуя! Мухтав Турра! Мухтав пире ҫӑлакана — Туркая!! Редакцире ӗҫлекенсем эпир пурте пуҫ ҫапатпӑр ырӑ малашлӑха шанса! Пире ҫӑлакан вӑхӑтра килчӗ! Аллилуя!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Чуман // 4117.51.7078
2014.12.23 18:10
Борпа Акапасар пĕр пÿлĕмре ларса интернетра çапăçаççĕ пек туйăнать. Акапасарĕ интеллектпа чылай çÿллĕрех пек, Борĕ - те урам паттăрĕ тесшĕн хăйне, те чăнах усал. Ан ятлаçăр...
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 23:39
Agabazar
Чуман юлташ,
çынсенни тĕлĕшпе мар, ытларах хăвăрти интеллект пирки шухăшлама тăрăшăр.
Чуман // 4117.51.7078
2014.12.25 09:52
Эсĕ, мĕн, Акапасар, манăн интеллект тĕлĕшпе иккĕленетĕн-и? Диспут ирттерер мар-и пирĕнтен хăшĕ ухмахраххине палăртма? Е "хулалла" выляр-и? Атя апла: Шупашкар - Ржев - Воркута - Анадырь...
Чуман // 4117.51.7078
2014.12.25 15:17
Куратн-и, Акапасар: çемçелĕх паллипе пуçланакан хула çук. 1:0. Интеллект...
марр // 2702.86.9668
2014.12.25 16:04
http://www.cheb-eparhia.ru/pics/pho ... D_Hipar/img_9225.jpg

пит хумханулла самант! Хыпарçăсем хуйха ÿкнĕ пекех хăйсене туяççĕ темшĕн
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 17:03
Agabazar
Чуман // 4117.51.7078
2014-12-25 15:17
<<Куратн-и, Акапасар: çемçелĕх паллипе пуçланакан хула çук. 1:0. Интеллект...>>

Ьпхÿ

Ĕпхÿ сăмаха çапла çырнă Константин Иванов, Григорий Тимофеев, Иван Юркин тата ыттисем те.

1:1!

:-)
Чуман // 4117.51.7078
2014.12.25 17:56
Аут, Акапасар. Ь - çемçелĕх паллм мар. Юрĕ, ку пуш калаçу, тăхтав тейĕпĕр. Ку дискусси Варнавăпа Туркай тавра пымалла мар.Пире чĕлхемĕр кăсăклантармалла.
якур // 1341.27.5626
2014.12.26 07:25
Тĕрĕс,Чуман хăта. Аттун Акапасар пĕр темă тупать те вара çавăрттарать. Халь те Ĕпхÿ пирки пит шырарĕ пулмалла.
Якур // 1201.37.5665
2014.12.26 12:20
Акапасар текенскер хăйĕн IQ тĕлĕшĕпе пит хумханать пулмалла. журналистсем чиччас тупса палăртаççĕ IQ шайне кирлех пулсан.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 21:02
Акасапарăн интеллекчĕ пирки тата варнавăн пирки иккĕленÿ çук.Акасапара тахçанах эп чысасшăн Чăваш Енъ Патшалăх Канашне е татах та ытларах Раççей Патшалăх Думине. Каймасть вĕт шельмă. Пуш параппан çапакансем унсăрах нумай тесе шутлать пуль.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем