Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4125700 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.17 12:44
Акасапар:"Ахальтен-им тĕрлĕрен шăна-пăван çав ик ят тавра сĕрлесе яванать."-кунта ним те ăнланманни çук,Акасапар хăта. 2(два) пишем 1(один)в уме,т.е.говорим: Эрхип,Алюш,а подразумеваем всю ихнюю шайку-лейку однокурсников-комсомольцев,которые своим беспринципным поведением привели все национал-патриотическое и конгресское движение в упадок и превратили в хаос.Мĕншĕн кунта 15 е 55 хушамат çырмалла.Эти все Сваевы(Чĕмпĕр),Михайловы(Пушкăрт),...(Самар),...(Мускав) тата ыттисем бескомпромиссно поддерживали агонию Эрхипа.
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.17 20:23
Хисеплĕ Бор,
юрать- эс пор.
Эс пулмасан-йĕр те макор.
Эс çеç маттор,
эс - хва ваккат,
хăвах - судья та прокурор.
Эс - Бор!
Кам ирĕк панă сана чăваш наци юхăмĕ лачакана лекнĕшĕн темиçе çынна кăна айăплама? Халăх вăл сурăх кĕтĕвĕ мар, ЧНКна пĕлет-и вăл, ăна чăвашла вулама-калаçма-çырма ЧНК вĕрентеймест. Пирĕн республика пур, тÿресем пур! Ыйт вĕсенчен! Çапларах вăл порнăç, хисеплĕ Бор. Салампа - Хлор.
Agabazar // 4286.60.6508
2014.12.17 20:41
Agabazar
Тÿресене тивме юрамасть!
Вĕсем вертикалĕн уйрăлми пайĕ пулнине йышăнма пушшех те юрамасть!
Якур // 2999.99.5973
2014.12.17 23:21
Хлор тете, леш "Ильич лампочки тата нушникре шăлмалли рулонсем" пирки çырни ытла та хăлхана касать çке. Енчен те ЧНК элтеперĕ çав шая анса ларнă пулсан, мĕнле майпа чăвашлăх çинчен шутлама хал çитертĕр вăл? Ку пулăмсене халăх ан илттĕр,ан пĕлтĕр тесе пĕтĕм вăя хумалла. Намăс вĕт ытти вак халăхсем умĕнче! Мĕнле аталану çинчен сăмах ваклама пултаратпăр эпир?
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.18 16:48
Архипов ЧНК элтеперĕ мар тахçанах. Мĕн, Архипова пула чакрĕ-и чăваш йышĕ? Чăваш çĕрĕ унăн гаремĕ пулман, чăваш хĕрарăмĕсене те унăн евнухĕсем сыхласа тăман.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.18 17:26
Ак тата ку Хлор тĕлĕнтерме пуçларĕ!Ара перепиç текен япалана Эрхип влаçра чухне иртернĕ мар-и?Эрхипе эп лайăхрах пĕлеп-и е Хлор?Эп пĕлеп Эрхип тата ун ашшĕ-амăш аншарлипе туслă пулнă. ЧНК-ра 2 шер эрене капельницă айне кайса выртатчĕ. Тавай кун çинчен калаçмăпăр урăх!
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.18 18:08
Архипов влаçра пулман! ЧНК - общество организацийĕ. Перепиçе федоровсемпе игнатьевсем ирттернĕ Чăвашра. Переписчиксене те патшалăх влаçĕ лартнă.
Юман // 4117.51.7078
2014.12.23 18:28
Архиповпа Леонтьев пĕрле вĕренмен, пĕрле депутат пулнă. Начар мар ĕçленĕ теççĕ аслисем. Эпир, шĕвĕрккесем, ăçтан пĕлер.
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 23:43
Agabazar
Юман юлташ,
"Шĕвĕрккесем" тетĕр-ха та, анчах эсир шĕвĕркке пулнипе çырлахса ан ларăр. Çÿлерех çĕкленме хăтланăр. Çулсем çине йăвантарма кирлĕ мар.
Якур // 5400.4.2817
2014.12.24 07:51
Архипофпа Леонтьăв вĕренсе пĕр çулта,пĕр факультетра. Стройотряда пĕрле кайса.Ĕçĕ унра мар.Перепиçре хула чăвашĕсем, ЧНК ра мĕнлерех "авантюристсем" ларнине кура, хăйсене чăваш тесе çырма пăрахăç турĕç пулмалла.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем