Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Аçтахар Плотников: Тафаев республикӑсене кӗпернелесшӗн?

Аçтахар Плотников20.11.2014 15:3717677 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче нумай пулмасть «АиФ. Чувашия» хаҫатра Геннадий Тафаевпа калаҫнӑ интервью пичетленсе тухнӑ. Китай пирки ыйтсан ҫак «ӑсчах», хӑйне историк тата политолог текенскер, республикӑсене кӗпернелесси пирки те сӑмах хушнӑ. Ун шучӗпе республикӑсенче ним ытти те ҫук имӗш, кӗпернесем патне таврӑнсан ҫеҫ Чӑвашра лӑпкӑлӑх пулать:

— В последнее время вся республика следит за тем как развиваются отношения Чувашии и Китая. Как вы считаете у этого сотрудничества есть будущее?

— Думаю, нам не стоит идти на этот заигрыш с китайцами. Вспомним историю. Фактически западных хунну (предков чуваш) разгромили китайцы, это было в 71 гг до Н.Э. и мы были вынуждены уйти из империи хунну. Древнее китайское наследие дошло и до нас. В чувашском языке есть более 100 слов из китайского языка. Сохранились традиции в танце, в музыке… И мы, и китайцы это знаем. Почему они сюда идут? Потому что китайцы, как не странно звучит, исторически более-менее знают только чувашский народ. А Чувашия в сегодняшнем положении сотрудничает с Китаем вероятнее всего из-за отсутствия альтернативы. Мы ищем защиты, и Китай - это наша подстраховка.

Вообще, как историк и политолог, я вижу два пути развития Чувашии. Или проведение губернизации, т.е. ликвидации национально территориальных субъектов в Российской Федерации, потому что украинская ситуация показала, что рано или поздно придется проводить административную реформу, и мы не можем существовать с той административной структурой, которая была создана ещё при Сталине. Или второй вариант, когда крупные этносы постараются включить в свою территорию малочисленные этносы. Так что на вопрос, что будет с чувашами, я однозначно ответить затрудняюсь. Вижу два пути. Верный, я как историк это понимаю, — это ликвидация национальных территориальных субъектов, чтобы не повторилась такая же ситуация как в Украине.

Ку ыйту тавра тепӗр ҫын шухӑшӗ те нумай пулмасть пичетленсе тухрӗ. Тафаева хурав панӑ евӗр Юрий Исаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра хускатнӑ:

— Статистика шелсӗр, юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн йышӗ палӑрмаллах чакнине кӑтартать вӑл. Вӑхӑт иртнӗ май Ҫӗр пичӗ ҫинчен тӗппипех ҫухалмӑпӑр-и?

— Паллах, ҫӑмӑл вӑхӑтра пурӑнмастпӑр. Культура талккӑшӗ пӗрӗнсе, чӗлхе функцийӗсем сахалланса пыраҫҫӗ. Чи позитивлӑ вӑхӑт вӑл — 1989 ҫул. Ун чухне халӑх шучӗ 1 млн 900 пине яхӑн пулнӑ. Халӗ чакса пыратпӑр. Ку юхӑм чӑваш халӑхне ҫеҫ пырса тивмест. Сӑмахран, тутарсем вунӑ ҫул хушшинче 200 пине яхӑн чакрӗҫ. Нумай-нумай чӗлхе ҫухалчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ, урӑх халӑх шутне куҫни тата сахал ача ҫуратма пуҫлани.

Ытти ҫӗршывра наци тата чӗлхе политики питӗ ҫирӗп. Унта пӗтӗмӗшле тӗп чӗлхе пур. Ыттисем валли пулӑшмалли нормӑсем кӑна. Вак чӗлхесене йывӑртарах. Пирӗн патра условисем лайӑхрах. Конституци Чӑваш Республикине "патшалӑх” тесе ят пама чармасть. Анчах пирӗн депутатсем виҫ-тӑватӑ ҫул каялла Чӑваш патшалӑхӗ тесе калама пӑрахрӗҫ. Ҫакӑншӑн патшалӑха мар, хамӑра айӑпламалла. Халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсене суйлама пӗлместпӗр.

Тата тепӗр пурне те самай шухӑшлаттарма тивӗҫ факт, Г.Тафаев историк чӑваш пуласлӑхне тата халӑх аталанӑвне Чӑваш Республикине пӗтернинче курать. Унӑн шухӑшӗпе — Раҫҫей Федерацийӗнчи наци республикисем Украинӑри хӑйне манерлӗ «вӑрттӑн» вӑрҫӑ вучахӗсем пек. Ҫавӑнпа та вӑл наци республикисене пӗтерсе, вӗсене ытти субӗектпа пӗрлештерсе кӗпӗрнесем туса хума сӗнет. Ҫапла тусан Раҫҫейре наци ыйтӑвӗсем те тухса тӑмаҫҫӗ.

Пирӗн институт ирттернӗ социологи ӗҫӗсенче чӑвашлӑха тытса пыракан икӗ пӗлтерӗшлӗ сӑлтав куҫ умне тухать, 1. Тӑван чӗлхе пиҫӗлӗхӗ. 2. Чӑвашсем пурӑнакан талккӑш. Ҫапла вара эпӗ унӑн шухӑшӗсемпе пӗртте килӗшместӗп, ҫине тӑрсах сивлетӗп.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2583.29.5271
2014.11.27 08:57
Agabazar
Хăвăр пит минресе ан кайăр тата!
Agabazar // 2583.29.5271
2014.11.27 09:04
Agabazar
Мечченнăйсемпе ăна халлĕхе пулман, анчах çитес вăхăтра пулма пултаракан "ĕçсене" çеç тăрă шыв çине кăларма пулать.

Иртнĕ вăхатри преступленисем тĕлешпе мечченнăйсенче нимĕнле усă та çук. Кашкăр хÿрине ваккка чиксе ларнă пек ларăр эппин преступленисем пуласса кĕтсе!

Сăмах май каласан, хайхи мечченнăй пеккисемпе тап-таса çынна та хаплаттарам пекки тума пулать. Чеен провокацилесе. Кăмăл пулсан ĕнтĕ. Çапларах вăл пурнăç тени тееесси çеç юлать.

Тафаева ун пеккинчен Тур хăтартăр ĕнтĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.27 09:05
Пирĕншĕн хăрамалла мар,Акасапар. Эпир "несуразицă" çырмастпăр вĕт. Амерсем вăн мĕнле тÿрех персе пăрахаççĕ, а эсĕ вĕсенчен тĕслĕх илесшĕн.
Agabazar // 2583.29.5271
2014.11.27 09:09
Agabazar
Кăна Дагестан пирки калатăн, лешĕ хирĕç Америкăпа перет...

Тĕрĕссипе вара кунта Тафаев "идейисем" тĕлĕшпе калаçмалла.
Тимӗр // 4916-2612
2014.11.28 10:09
Тĕрĕссипе питĕ намăс хăйне профессор текен çын хăй истори пирки çырнă юмах кĕнекине илмен çынсене тем те пĕр каласа кÿрентерни.Унтан хăранипе Шупашкарти Арбатра сумлă çынсем аякалла тарнине пурте пĕлеççĕ.Иртен-çÿрене çанăран ярса илекенрен кам хăрамĕ?.
Тимӗр // 4916-2612
2014.11.28 11:14
Çав вăхăтрах Тафаев питĕ нумй тăрăшать чăваш-пăлхар эткерлĕхне упраса хăварма.Хăраса тăмасть.Патшалăх шайĕнче уе пек ынсене пулăшмалла паллах.Наука енĕпе çул уçса памалла.Вара, паллах, хăй сутса тăмĕ.
Якур // 3543.82.7833
2014.11.28 14:10
Каллех манифест йышăнас- Тафаев прохвессăра пулăшас тесе. Канлĕ те хăтлă вырăн туса парас тесе.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.28 19:04
Тафаев,Юхма,Акасапар тесе лараççĕ.Сире генерал Де Голль кирлĕ.Аттун пĕр-пĕринпе çухрашса лараççĕ,пăрахăр ăшă кантурсене- яла вĕçтермелле.Ялхуçалăхĕнче ĕçлеме вăхăт çитрĕ.Кашни чăвашăн мĕнпе те пулин "шертвăвать" тумалла.
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2014.11.30 02:54
bor1959, яла тислĕк хырма-и? Тислĕкĕ те çуккă халĕ. Нипочем та çÿккă-всё.Сплошной аншарли, баста.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.30 10:24
Алексей,сана валли тислĕк кам хатĕрленĕ вара?Кам сăмах панă тислĕк хатĕрлеме.Каймалла,Ĕне-выльăх туянмалла,Карта-хÿшĕ çавăрмалла тата та темтепĕр.Пĕр тĕслĕх: кайрĕ вĕт миллионер Г.Стерлигов рублевкăран вăрмана,5 ачапа.Ним те мар, пурнать. Вилме те шутламасть, мĕнлерех Çаврасĕтелсене хутшăнать. Малалла:енчен те Шупашкарти 1000 çемьерен 100 çемье те пулин яла кайма шухăш тытаймасан КУ ТЕМĂНА хупмалла.Тĕрĕс çырмалли темăна хупмалла.Хватит самым себя обманывать(представители других наций давно поняли уже,в отличии от нас).

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем