Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Агафья Гаврилова

Agabazar27.09.2014 21:5716007 хут пӑхнӑ

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1276.26.8859
2014.10.02 20:27
Agabazar
1)Вĕсене = Вĕ+се(м)+не. Вĕ — вăл сăмахăн алломорфĕ. -Се- вара -сем аффиксăн алломорфĕ.
2)Вĕсенне = Вĕ+се(м)+(ĕ)н+(ĕ)+не. Кунта варринче камăнлăх падежĕн аффиксĕ вырнаçнă. Тата туртăм категорийĕн аффиксĕ те. Пĕрремĕш тĕслĕхре çавă çук.
Неважно // 2553.62.5497
2014.10.02 21:58
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр хутшăнакана кӳрентерни пур
Неважно // 2553.62.5497
2014.10.02 22:09
Ан вĕрентĕр, сире хăвăра вĕрентмелле-ха
Agabazar // 1276.26.8859
2014.10.02 22:40
Agabazar
Юрĕ, вĕрентмĕпĕр.
Анчах та эсĕр кунта сайт хуçи мар.
Сайта сирĕн валли çеç мар ăсталанă. :-(

Хăвăр ятран сайт ăсталăр та УНТА ХУТЬ ТЕ МĔН ТĂВĂР!
Неважно // 2553.62.5497
2014.10.02 23:31
np@chuvash.org - унта юрĕ тесе çыратăмче, халь кунта Agabazar юрĕ тесе çырать
2014.10.03 07:13
Аçтахар Плотников
«Неважно» текенни ку хайхи леш Тутарстан чăвашĕ ĕнтĕ, мана «вĕрентсе» йăлăхтараканни. Ун çырăвĕсене илес мар тесе блокировка та лартрăм ĕнтĕ.
Чăвашла та пуринчен лайăхрах пĕлет иккен. Эпир ухмахсем аслă шкула çӳренĕ темшĕн, вăл пур ахалех пĕтĕмпех вĕреннĕ тата пирĕнтен те лайăхрах пĕлет. Мухтав. // ку ман адреса ытлашши çутатмасан та юрĕ ĕнтĕ
Неважно // 1307.33.4992
2014.10.03 10:18
Курăнать-ле ĕнтĕ Agabazarĕ чăваш марри
Неважно // 1307.33.4992
2014.10.03 12:06
ăслисем - ухмаххисем
2014.10.03 12:46
Аçтахар Плотников
Тупăннă тет чи чăвашши...
Agabazar // 8137-8248
2014.10.03 12:56
Agabazar
Римма,
Эсир Агафья Гаврилова пирки статья та çырнă тетĕр. Тен, малашне те çырма тивĕ. Манăн вара çав çын шăпи, пурнăçĕ тĕлĕшпе эксклюзивлă, никамах та илтсех кайман хыпарсем пур. Эп вĕсене кунта пĕлтерме пултаратăп.

Анчах та çак "Неважно" текенскер сăпса пек çыпçăнчĕ. Çавна кура мĕн кунта çырни ытти страницăсене куçса кайса умран айккинелле çухалма пултарать. Хупланса хурăнать тейĕпĕр.

Çавна кура тен каярахпа çырса хурăп-и.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем