Тимĕр Акташ, ку пĕрре те Америкăна уçни мар вара. Вĕсем унччен те сахал марччĕ, халь вара штатне тата та пысăклатнă пулинех. Вĕсене «едроботсем» теççĕ.
Сăмахран, «Пĕркласрисем» халăх тетелне вулама та май çук — шăп çавнашкал çынсем тултараççĕ те ĕнтĕ «Жми класс» текеннисене. // хыпар каçине унта кĕртес тесен çав-çавах кĕме тивет та-ха.
Çав «едроботсем» оппозици пирки япăх хыпарсем лартаççĕ, Америка, Европа пирки япăх çыраççĕ. Мĕн тăвăн — информаци вăрçи-çке. Урăх япала хăрушă: вĕсене пула эпир ытти халăхсем пирки япăххине кăна пĕлсе пырăпăр. Тимĕр чаршавпа вĕсенчен вăйлăрах та вăйлăрах уйрăлăпăр. Малашне те унашкалах пулсан — Çурçĕр Корея шайне анса ларăпăр.
Выпускник сăмах валли тата эпир шкулташ термин тусаччĕ. :) Кунта сăмах шкултан вĕренсе тухнă пур çынна та (темиçе çул хушшинче) пĕрлештерекен ушкăн пирки. //йыхрав хучĕ валли кирлĕччĕ.
Якур // 3669.08.5350
2014.05.14 23:41
Ай-уй, пирĕн Админ Америк тата Европа пирки япăх çырнинчен сехĕрленсе ÿкнĕ. Питĕ тĕлĕнмелле, Админ сулахайри укçа илдсе тăрать пулĕ вĕсенчен.Çав хушăрах Админа Америк пропагандисчĕсем мĕнлерех Раççей пирки киревсĕр çырни шухăша ямасть. Тĕлĕнсе вилсе каймалла.
Сăмахран, «Пĕркласрисем» халăх тетелне вулама та май çук — шăп çавнашкал çынсем тултараççĕ те ĕнтĕ «Жми класс» текеннисене. // хыпар каçине унта кĕртес тесен çав-çавах кĕме тивет та-ха.