Ара хĕç-пăшалпа калаçмаллине пĕлтермест ĕнтĕ. Ахаль те калаçса татăлма пулать.
Украинăри лару-тăру пысăк политикăпа çыхăннă. Раççей Украинăна хăй çунатти айĕнчен ярасшăн мар. Вырăссене украинăра кăна мар, ытти вырăнсенче те хĕсеççĕ. Хăш-пĕр патшалăхра, ав, гражданин шайне те ямаççĕ — Раççей унта хĕç-пăшалпа каймасть вĕт? Вырăссене хĕстернинче мар унта салтавĕ. Пачах урăххинче.
Эпĕ хамăр хушăра Админ пек тăнлă-пуçлă, хастар пулнине чухламан. Ахаль те калаçса татăлма пултараканскер иккен вăл. Анчах та тăван ялĕнче кÿршĕсемпе калаçса татăлимаç хăй.Çавăн пек чуххăмăн çыракан çын Админ им-ха вăл.Ара Акасапар та вăлах ĕнтĕ.
Админ пит "тăнлă" çырать:"Украинăри лару-тăру пысăк политикăпа çыхăннă.". Кун çинчен эпир те Майдан пуçлансанах çыратпăр, тĕрĕсрех каласан - майдан пуçланичченех.А эсĕ Мексика штатне е Панама çĕрĕнче хăвăн йĕркÿне тума хăтланса пăх-ха, тÿрех кутран ТОМОГАВК получишь.Мĕн пурне те пĕленçи пулса çырса ларан-ши?
Уйрăм патшалăх пултăр,Тимĕр хăта.Вара çавăн пек фосфор бомбипе украин çыннисене "тăрантарма" юрать-и-ха? Ирак,Сири, Ливи те ют çĕршывсем.Вара чиперех пурнакан халăхран çавăн пек кулма юрать-и-ха,Тимĕр хăта?Пурăннă пултăр диктатура йĕркипе çав çĕршывсенче(вапçе нумай нациллĕ çĕршывсем диктатурăсăр пурнаймаççĕ пулмалла), анчах та паянхи бардакран йĕркеллĕрех пурăннă.
Тимĕр хăта!Эсĕ вĕт Америкăри пек пурнасшăн мар:унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ-- пурте американецсем(чăвашран пуçласа китаец таран), наци республикисем çук(пурте штатсенче пурнаççĕ). Сана подавай наци çĕршывĕ, наци патшалăх чĕлхи, тата темтепĕр. Раççей çаксене сана памасть им? Çавăн пекех мана украин теми пит пуçа ыраттарать, мĕншĕн тесен çав пăтăрмах Раççее килесшĕн. Курăпăр как запоешь, когда Томогавки, Першинги на тебя поаернутся. Мирлĕ пурнăçра пурте хастар эпир.
Бор хăта лăплан.Европа чикĕсене пĕтерет майĕпен.Кам сана хăратса пĕтернĕ Томогавки-Першингпа?.Юрататăр зсир, хурчкасем, кÿршĕсенче тăшман шырама.Прибалтика -тăшман.Грузи,халĕ тата Украина.Кампа юлăпăр?.Китайпа?
Якур // 9286.5.4094
2014.06.23 23:58
Европа чикĕсене пĕтерет тени иртерех-ха. Европăна юриех пăтраштарать Америкă. Вăйлă Европпă Амерсене кирлĕ мар. Тимĕр космосра пурăнать им пирĕн? Шотсăр тĕлĕнмелле.Икĕ тĕнче вăрçăн историне тĕплĕнрех шĕкĕлче, Тимĕр тусăм. Ан ÿркен. Шĕкĕлчеме Акапасар юратать, вăл пулăшĕ.
Тĕрĕс,Якур хăта. Европпă çĕршывĕсем чăхăмланине пула Амерсем мĕнлерех вĕсене "разводить" тăваççĕ. То Болгари çĕршывĕ "газ кирлĕ мар" тесе сăмсине пăрать, то Румыни çĕршывĕ, то Словаки çĕршывĕ. Ара вĕсен "псевдолидерĕсене" амерсем "покупаютъ за жвачку". Çакна Тимĕр хăта курманçи тăвать тата. Пĕр сăмахпа каласан, "Пияр еще никто не отменял". Вăхăт пурне те вырăна лартать: темле вăрçă та Килĕшÿпе вĕçленеть тата кашни Çĕршыв тилхепине тытса пыма йĕркеллĕ-вменяемăй пуçлăхсем тупăнаççех.
Якур // 1091.35.0308
2014.06.26 15:50
Çапла, тĕрĕс, Бор хăта. Тÿрех нимĕн те пулмасть. Утăм хыççăн утăм тусан, журналистсемпе поэт-писательсем(наци совеçĕсем,эппин) влаç тытăмĕнчи чиновниксенчен çирĕпрех ыйтсан, йĕрке пулатех. Ан тив, ытлашши пуян пурнăç ан пултăрах-иç, анчах та совеçпа килĕшÿллĕн. Паян та ав çур хула ытлашшипех çул çÿрерĕм, пур çĕрте те тенĕ пек çулсем аван. Ладыковран, ытти чиновниксенчен ыйтмалла çирĕп( малтан куштан пулнине пăхмасăрах). Вара тепĕр 5-çуллăхра татах тăрăшакансем килĕç. Алă сулма, пуçа усма кирлĕ мар, Тимĕр хăта!
Украинăри лару-тăру пысăк политикăпа çыхăннă. Раççей Украинăна хăй çунатти айĕнчен ярасшăн мар. Вырăссене украинăра кăна мар, ытти вырăнсенче те хĕсеççĕ. Хăш-пĕр патшалăхра, ав, гражданин шайне те ямаççĕ — Раççей унта хĕç-пăшалпа каймасть вĕт? Вырăссене хĕстернинче мар унта салтавĕ. Пачах урăххинче.