Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Икӗ питлӗ Раҫҫей патшалӑхӗ

Аçтахар Плотников19.03.2014 09:3816234 хут пӑхнӑ

Кун пирки ҫырмасан та паллӑ ӗнтӗ, анчах шӑпӑрт пӗрре те тӑрас килмест. Суя япалана пӗрре те чӑтма пултараймастӑп ҫав. Ан тив мана «предатель» тесе каласан та (чи хӑрушши хальхи вӑхӑтра — ыттисемпе пӗр шухӑшлӑ пулманни патшалӑха хирӗҫ пулнипе танлаштарни :( )

Сӑмахӑм мӗн пирки-ха? Ӗнерхи митингра «Мы против национализма!» текен плакатпа тухни пирки. Тӗрӗссипе хальхи халӑх хавхаланӑвӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Шӑп та лӑп вырӑс национализӗмӗпе. Ара телевизор пире кунӗн-ҫӗрӗн ҫавӑн пирки пӗлтерсе тӑчӗ вӗт — вырӑс халӑхне хӳтӗлетпӗр, вырӑсла калаҫакансене кӳрентерме памастпӑр тесе.

Шел те «национализм» термина пирӗн патшалӑхра урӑх сӗмпе пӑхаҫҫӗ, Раҫҫей шучӗпе вӑл «нацизм», «шовинизм» терминсемпе пӗр тан. Анчах та пирӗн, чӑваш национализмӗ (тӑван халӑха юратни, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни) нихӑҫан та нихӑш халӑха та хирӗҫ кайман, никампа та ҫапӑҫма чӗнмен. Пирӗн пек толерантлӑ халӑх тӗнчере те урӑх ҫук пуль. Анчах ҫапах та пирӗн национализма — е тепӗр май чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнине — хӗсеҫҫӗ, пуҫ ҫӗклеме памаҫҫӗ. Украинӑра пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем ҫине тӗллесе (ҫук, вӗсене эп пӗрре те ырламастӑп, анчах та мӗншӗн хирӗҫ тӑнине ӑнланатӑп) пирӗнешкел ҫынсемпе ыттисене хӑратаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та национализм, наци терминӗсенчен Раҫҫей патшалӑхӗнче пирӗн халӑхӑн, тен, хӑтӑлма та тивет пулӗ. «Народный», «народность» тенипе те ним мар ҫырлахма пулать. Юридици тӗлӗшӗнчен вал терминӑн сӗмӗ пӗчӗкрех пуль-ха та ӗнтӗ, анчах та хальхи вӑхӑтри пулӑмсене шута илесех пулать. Сӑмахран, ҫав терминсене пулах ӗнтӗ ман шутпа «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе регистрацилес темен. Ачисем унта усалсем мар-ҫке, тӑнлӑ ҫынсемех, никама та хирӗҫ тӑма тӗллев лартман.

Икӗпитлӗх пирки малалла каласан: ак ӗнерхи митингри плакатсем — пурте вырӑсла, пӗр чӑвашлине те курмастӑп. Чӑвашла ҫырма ыйтсанах — каллех эс националист, каллех эс — патшалӑха хирӗҫ ӗҫлекен ҫын. Анчах та Путин вырӑсла калаҫакансене хӳтӗлет пулсан мӗншӗн унӑн чӑвашла калаҫакансене хӳтӗлес мар? Эпир ют патшалӑхра пурӑнмастпӑр-ҫке! Эпир те ҫавӑн пекех ҫынсем, чӑваш халӑхӗ те ытти халӑхсемпе пӗрлех Гитлера хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.03.19 12:27
Аçтахар Плотников
Мĕншĕн плаката вырăсла çырса тухакан çук? Мĕншĕн тесен пире телевизорпа кунĕн-çĕрĕн вырăс чĕлхи пирки калаççĕ. Вĕсен, телевизор пăхакан халăхăн, чăвашла çырма май пурри пирки шухăшĕ те çук. Телевизор çапла кунĕн-çĕрĕн вĕсен пуçне минретет та-ха... Чăвашла çырасси пирки каласанах — тӳрех националист (шовинист, нацист).
Agabazar // 4278.12.3115
2014.03.19 13:30
Agabazar
Икĕ питлĕ Раççей патшалăхĕ тенĕ-ха та....
Чăннипе вара патшалăхăн пичĕсем питĕ нумай. Пин питлĕ патшалăх.
Владимир // 8565.7.2829
2014.03.19 14:51
Вара "Ирĕклĕх" пĕрлĕх Наци Конгресĕн тĕллевĕсенчен уйăрăлса ĕçлесшĕн пулĕ -ши? Наци Конгресĕ вара мĕн тума кирлĕ пире? Кăçал кăна Конгрес ĕçне хастарлататпăр теместпĕрччĕ-и ха. Халĕ унта çĕн ертÿçĕсем вĕт? Тата мĕн çитмест пире? Чăваш чĕлхине аталантарма майсем мăй таранах!
Владимир // 8565.7.2829
2014.03.19 15:01
Пире хамăр чĕлхене, хамăр чăвашлăха аталантарма никам та чармасть, эпир хамăра хамăр çÿп вырăнне хуни çеç пире ĕмĕртен чарса тăрать. Эпир (эсир) хусамăра мĕн кирлине те уйăрса палăртма çак вăхăтчен те пултараймастпăр! Пĕри те пулсан чăваша мĕн çитменнине уçăмлăн калама пултарĕ-ши хăçан та пулса?
Agabazar // 1056.35.0820
2014.03.19 15:57
Agabazar
Володя // 8565.7.2829
2014-03-19 11:46<<Ку пирĕн, чăвашсен екĕпитлĕхне палăртать те! Вулăр И. Яковлевăн халалĕсене тимлĕрех!>>

Тытăнчĕ хайхи ÿнерлеме! Тинтерех çеç И.Яковлев вырăс ачи тесе суятчĕ. Халь вара çак "вырăс ачи" чăваш халăхĕ валли "халал" хăварнă имĕш! Эппин унăн шăпах хăйĕн вырăс халăхĕ валли халал хăвармалла пулнă пуль:"Хаклă вырăссем! Аслă Чăваш халăхне çав тари пысăка картса пурăнăр, ун çулĕпе утăр..."
Agabazar // 1056.35.0820
2014.03.19 16:01
Agabazar
Володя:"Пĕри те пулсан чăваша мĕн çитменнине уçăмлăн калама пултарĕ-ши хăçан та пулса?"

Чăваш халăхне пурте çитет! Акăлчансем, вырăссем, Нимĕçсем, хранццуссем... —пурте чăваша ăмсанса çеç тăраççĕ! :-)
Sergey // 9209.1.5131
2014.03.19 16:25
Юлташсем, сирĕн нумайĕш шухăшĕсемпе килĕшетĕп... Çавăнпа перлех:
<br> Çак митинг пĕтĕм Раççей патшалăхĕн улшăнăвĕсем пирки, Раççее тепĕр тăрăх - Крым çыпăçнă пирки... Çакĕ вара федерацире пурăнакан кашни çынна тивет, кам мĕнле чĕлхепе тата мĕнле халăх пулнине, хăш тăрăхĕнче пурăннине пăхмасăр... Çавна пула плакатсене эп Чăваш, Чăвашеньче пурăнатăп тесе çеç мар, Эпĕ Раççей гражданинĕ тесе шутласа пăхмалла. Çак май шутласан Раççей Конституципе вырăс чĕлхи-патшалăх Чĕлхи, çырнă врăсла-саккуна пăсман!
<br>
Sergey // 9209.1.5131
2014.03.19 16:34
Шупашкарти митингра Чăвашла плакат пулманни, çакăнта Чăвшсене хĕсес тесе çапла тунине пĕлтерместь.Чăваша кÿрентерни, Хăвăр шухăшласа çитернĕ пек пулать (домыслы)...
<br> Ыйту:- " Чăвашла плакат митингра çуккă. Плакатсем Чавашла-вырасла пулччĕр тесе Эсир (Эпир тесен те юрать) мĕнле хусканусем тунă, мĕнле утăмсем утнă, митинг пуçтаракансем патне çапла тăвар-ха тесе кам пынă???"
<br> НИКАМТА!!!
Анатсем // 3172.3.6595
2014.03.19 17:06
Чăваш пулнинчен вăтанмалла мар!Эпир питĕ авалхи халăх.Кунпа мăнаçланмалла,мĕскĕнленмелле мар.
2014.03.19 17:31
Аçтахар Плотников
«Плакатсем Чавашла-вырасла пулччĕр тесе Эсир (Эпир тесен те юрать) мĕнле хусканусем тунă, мĕнле утăмсем утнă, митинг пуçтаракансем патне çапла тăвар-ха тесе кам пынă???»
Вĕсем патне пырсан та «отпискăсемпе» кăна хуравлаççĕ. Чăннипе вĕсен, тӳре-шарасен, чăвашсемшĕн пăшăрханни курăнмасть. Тĕслĕхсем чылай. Сăмахран, «Хавал» троллейбуссенче чăваш чĕлхипе çырма пуçлама ыйтнине (вĕсемшĕн мĕн пурри çителĕклĕ иккен) аса илме пулать. Эп ЧНК урлă Çĕнĕ çул уявĕнче чăвашла саламсене нумайлатасси пирки ыйтсан та вĕсем 50% çитересси пирки мар, чăвашла çырнисен йышне ӳстерме тăрăшасси пирки çеç хуравланă. Хуравĕнче те фотошопланă сăнсемпе усă курнă.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем