Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

Аçтахар Плотников02.01.2014 18:0925790 хут пӑхнӑ

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук. Хайхи пӗр Фучик урамӗнче кӑна тӗл пулчӗ чӑвашли. Атьӑр-ха майӗпен ман маршрутпа пӑхса тухар.

Чи малтанах мана «Дорисс» парк патӗнчи ункӑ кӗтсе илчӗ — вырӑсла кӑна:

<br/>Посмотреть на Яндекс.Фотках

Хулана кӑнтӑр енчен килекенсене миҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑн вырӑсла «Мира и благополучия в новом году!», «Счастья и радости в новом году!», «С новым годом и рождеством!» сӑмахсемпе кӗтсе илет. Хӑнӑхнӑ та, чӑвашланасса кӗтсе илме те ҫук пулӗ...

Малалла ҫул Трактор тӑвакансен проспекчӗпе выртрӗ — кунта вара Трактор тӑвакансен культура керменӗпе «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫумӗнче «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми курӑнчӗ.

Малалла «Лента» лавкка лекрӗ — вӑл ха хӑйӗн патне тавар тавраш туянакана вырӑсла кӗтсе илет — «С Новым годом!». Сӑмах май, ҫул таврашӗнче Ҫӗнӗ ҫулпа саламланисем питӗ сахал курӑннине палӑртса хӑварас пулать. Хайхи укҫисем ҫитмен-ши? Чӑрӑшсем вырнаҫтарнипех ҫырлахнӑ. Уйрӑмах Ленин районӗнче саламланисем сахал.

Трактор тӑвакансен проспекчӗ пӗтрӗ те Ленин Комсомолӗн урамӗнелле пӑрӑнтӑм. Кунта пысӑк лавккасем ҫук, ҫавӑнпа та саламлавсем те курӑнмарӗҫ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патне ҫитсен кӑна вырӑсла саламлав тӗл пулчӗ. Сӑмах май... «Мадагаскар» хӑнасене жираф кучӗпе кӗтсе илет. Хальхи культурӑшӑн ҫапла вырнаҫтарни туянакансене илӗртет тесе шутлаҫҫӗ-ши? Ман хамӑн темскер унта кӗрес шухӑш ҫуралмарӗ. Электронлӑ табло ҫинчине ӳкертӗм те малалла — Мир проспекчӗ еннелле — кайрӑм (сӑмах мар Эгер бульварӗпе унта тата пӗр хӑма пурччӗ, вырӑсла саламлаканскер, анчах ӳкерсе ӗлкӗреймерӗм.).

Ҫула май тепӗр реклама хӑми курӑнчӗ — унта «С новым домом!» тесе саламланӑччӗ пулин те, ӳкерсе илтӗм.

Мир проспектӗнче пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе «Юрат»-па «Кӗрӗк» вырнаҫнӑ ункӑ патне ҫитрӗм — ни вырӑсла, ни чӑвашла. Ҫаврӑнса Калинин урамӗ еннелле кайрӑм. Пир-авӑрҫӑсен урамӗн 2-мӗш ҫурт умӗнчи ункӑ патӗнче («Мега Ивушка» ҫумӗнче) пысӑк саспаллисемпе вырӑсла «С новым годом!» тесе вырнаҫтарнӑ.

Маларах кайсан, хайхи ЧНК ҫурчӗ патне ҫитерехпе «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми тепре тӗл пулчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне иртсе кайсан — каллех вырӑсла: «С Новым годом и Рождеством!». Кӑна Арбат пуҫламӑшӗнче ҫырса ҫапнӑ.

Тата малалла кайсан «Перекресток» лавкка каллех вырӑсла саламлать:

Тепӗр чарӑну вара Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче. «Хавал» пӗрлӗхӗн ҫырӑвӗ кирлӗ пӳлӗме ҫитеймен пулас — Ҫӗнӗ Ҫулпа вӗсем те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ.

Малалли ҫул Мускав проспекчӗпе, Макҫӑм Горький проспекчӗпе, Университет урамӗпе выртрӗ. Кунта нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. «Контур»-та та чӑрӑш кӑна тӑратчӗ. «Раща» унки патне ҫитсен кӑна пиртен тунӑ баннер ҫакӑнса тӑни курӑнчӗ.

Мускав проспекчӗпе мала кайсан «Ҫурҫӗр» пасар вырӑсла саламлани курӑнчӗ.

Малалли ҫул Пирогов урамӗпе, 30-мӗш автобулпа выртрӗ. Президент бульварне пӑрӑнсан «Каскад» суту-илӳ центрӗ умӗнче тата салам сӑмахӗ курӑнчӗ. Ҫук, чӑвашла мар. Асӑрхарӑр пулӗ, хула тӑрӑх нумай ҫӳретӗп пулин те чӑвашли пӗрре те курӑнмарӗ-ха.

Правительство ҫурчӗ умӗнче нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Пукане театрӗн алӑкӗ тӑррине вара вырнаҫтарнӑччӗ — «С Новым годом!» Кусем те пулин ма-ха чӑвашла ҫырман-ши тесе иртсе кайрӑм вара...

Кӑштах ансан Дзержинский урамӗпе Карл Маркс урамне каҫрӑм. Хайхи Республика тӳремне ҫитрӗм. Ку саламлав пирки пӗлтерме кирлӗ мар ӗнтӗ — темиҫе ҫул каялла туса хунӑскерне кашни ҫул Ҫӗн ҫул умӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хирӗҫри ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи «2014» тесе ҫырнине юрать-ха кашни ҫул ҫӗнетеҫҫӗ.

Малалла «Почта России»-н тӗп уйрӑмӗ умӗнчи «2014» паллӑ кӗтсе илчӗ. Ӑна шутламасан Ленин проспекчӗ ытла та кичеммӗн ку тӗлӗшпе курӑнчӗ — саламлавсем сахал.

Гагарин урамӗ таран хӑпарсан та пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Чӑрӑшсем кӑна. Малалла вара Кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитсе курас терӗм. Ҫапла май Гагарин кӗперӗпе каҫрӑм, Юлиус Фучик урамне тухрӑм. Кунта вара — тӗлӗнтермӗш! — чӑвашла саламланине асӑрхарӑм! «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» ҫырса хунӑ.

Граждански урамӗнчи ункӑра та саламлани курӑнчӗ, анчах вырӑсла.

Граждански урамӗпе малалла кӗрсе кайсан саламлавсем тата та тӗл пулчӗҫ. Вырӑслисем кӑна.

Кантӑр-анӑҫ районӗнче ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Вокзалалла ҫул тытрӑм. Лакрей вӑрманӗ патӗнче «2014» ҫырни курӑнчӗ. Асӑрхама йывӑр, каҫхине ҫутӑ ҫутсан ҫеҫ лайӑх курӑнать пулас.

Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта каллех вырӑсла саламлани тӗл пулчӗ.

Малалла вара чукун ҫул вокзалне ҫитрӗм. Кунта вара Раҫҫей чукун ҫулӗ самай саламласа тухнӑ — чӑрӑш умӗнче те, вокзала кӗнӗ ҫӗртре те. Йӑлт вырӑсла. Юрать-ха чӑрӑшӗ патӗнче кӑштих чӑваш тӗррисемпе усӑ курнӑ.

Малалла ҫул МТВ-центр патнелле выртрӗ. Чапаев скверӗ умӗнче вырӑсла «С Новым годом!» тенине ӳкертӗм те мӗн киле таврӑничченех урӑх пӗр салам сӑмахӗ те курмарӑм. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче те салам сӑмахӗ ҫук.

Мӗнле пӗтемлетӳ тумалла? Пӗлтӗр, 2013 ҫулта (паян эпир 2014 ҫулта!), Михаил Игнатьев наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирӗнче реклама-растяшка таврашне чӑвашлатма шантарнӑччӗ. Укҫине те кирлӗ чухлӗ уйӑрма пулать тенӗччӗ — http://chuvash.org/news/2977.html Анчах сӑмахӗ суя пулса тухать мар-и? Эп паян курнӑ 23 салам сӑмахӗнчен пӗри кӑна чӑвашла (тӗрӗссипе 24, анчах пӗрине, каларӑм-ҫке, ӳкерме ӗлкереймерӗм). Хула администрацийӗ ҫапла хӑтланать ӗнтӗ. Анчах та чӑвашла ытларах тума никам та чӑрмантармасть вӗт! Ак, ман куҫа тӗл пулнӑ 5 реклама хӑминех илес — ара пичетлеме пӗр хаках ларать-ҫке. Ма пӗрре мар, виҫҫӗшне чӑвашла пичетлес мар? Иккӗшӗ, юрать, вырӑсла пулччӑр. Е растяжкӑна илес. Реклама хӑми ҫине чӑвашла ҫырма май тупнӑ пулсан кунта та ним мар ҫырма пулать ӗнтӗ. Иккӗшӗнчен пӗрине ил те чӑвашла ҫыр! Ҫук, вӗт, вырӑсла кӑна шаплаттарнӑ. Суту-илӳ лавккисене (унта хуҫисем пур-ҫке...), тен, ҫак ӗҫе хутшӑнтарма йывӑр, анчах правительство хӑй саккун кӑларать пулсан, хӑй те пулин ӗҫлемеллех ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртсе кайрӗ темелле. Халь тин кӑна улӑштарса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах та ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул валли ман шутпа Михаил Васильевичӑн хӑйӗн сӑмахне тытмаллах — хулана чӑвашлатма тытӑнмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:11
Agabazar
Пурте влаç тума тивĕçлĕ кашни япалашăн чăвашăн çÿп-çÿхе кĕсйинчен укçа туртасшăн. Çав вăхăтрах ку тĕлешпе влаçăн, влаçри тиексен ним те тумалла мар имĕш.
Сывлăхна юсамалла —укçа кăларса хур.
Чăваш чĕлхине вĕрентмелле —каллех хăвăн сопçĕннăй кĕсйÿне пушат.
Чăвашла баннерсем кирлĕ—кунта та чăваш кĕсйи кирлĕ.
Чăваш телевиденийĕ пирки калаçкалаççĕ —пурте чăваш кĕсйи еннелле çаврăнса пăхаççĕ.

Çук, кунашкал пусăма нимĕнле халăх та чăтаймасть. Чухăн чăваш пушшех те.
Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:19
Agabazar
Мда.. Кунта пурте —Бортан пуçласа Тимĕр таран —урса кайса влаçа хÿтĕлеççĕ, пĕтĕмпех тÿрре кăларса пыраççĕ. Мăнтарăн растяжкăсемпе баннерсем пирки те çаплах пулса пырать. Питех те шел. Хула влаçĕ, хула влаçĕн культура пайĕ çук та тейĕн.

Эх-ха-хай! Çапах та пурнас тетпĕр эпир те....
Тимӗр // 1002.81.2172
2014.01.05 20:09
Эх-ха-хай.Намăс чăвашсене пĕр май пĕчĕк çеç япалана та тăвайманшăн влаç çине йăвантарни.Эпир клатпăр Акапасара:паллах влаç тусан лайăх пулмалла.А хамăр мĕн те пулин тăвайратпăр-и?Çавăн пекех мĕскĕн-им вара эпир,енчен те ирĕк панă çĕрте конгресс ячĕпе 15пин пухса çакма?
Agabazar // 2535.33.2014
2014.01.05 20:28
Agabazar
...Хамăр та тукалам пекки тусан аван ĕнтĕ. Ачах та унашкал япалан çав тери пысăк ТŸНТЕР ЕН пур. Мĕншĕн тесен çапла майпа влаçа усала вĕрентетпĕр. Пире влаç хăйсене эпир çавăн пек пулăшнăшăн "тавтапуç" теес çук! Пачах урăхла! Тепрехинче те пире çавăн пекех "хăвăр тăвăр!" тейĕ. Пурте пĕлетпĕр: пĕрре мĕскĕнленнĕ çынна (çынсене) малашне татах мĕскĕнлетеççĕ. Пурнăç саккунĕ пекех ку. Характерна кăтартсан çеç малашне, тен, сана та шута илме пуçлĕç.
Тимӗр // 1002.81.2172
2014.01.05 20:37
Влаçе шанса ларса,е Акапасар пек характер кăтартса 20çул хушшинче чăваш çур миллион сахалланчĕ.лаçе мĕнле майпе чăвашлăха упраттарас енĕпе ĕçлеттерессин механизимне палăртаймарăмăр.Кунн-çĕрĕн интернетра ыйтни вăл ĕç марри каламасăрах паллă.Пиншер тенкĕ пухса пĕр растяжка та çакаймарăмăр пулсан-пĕтет ĕнтĕ майĕпен чăваш. 15 пин кирлĕ.
Agabazar // 2535.33.2014
2014.01.05 21:06
Agabazar
Акапасар Интернетран кайсан, Тимер питĕ хытă савăнать пулмалла!

Растяжка тенĕрен, вăл ытти меслетсемпе танлаштарсан ниме тăман япала çеç. Тепре пăхса тухăр-ха фотосене, еплерех чаплă меслетсемпе саламлаççĕ вырăсла калаçакансене! Вĕсен çумĕнче пĕр-пĕр мĕскĕн чăвашла "растяжка" пекки мĕнех улăштарма пултарĕ? Влаçа шанмасан, тата кама шанмалла? Кама!!!

Эх-ха-хай! Çапах та пурнас тетпĕр эпир те....
Илемпи // 2125.38.1834
2014.01.06 18:23
Пур-и ку сайтра чăваш Арĕсем,е çук?Акапасарĕ тĕрĕсех калать пек.Анчах ма ĕç пирки пуçласан айкинелле пăрса ярать?Ну çакăр тархасшăн çав растяжкине!Хал çитместь им?Ĕç тумалла!
Улатимĕр // 3793.46.6484
2014.01.06 20:03



</b>Растяжка тенĕрен, вăл ытти меслетсемпе танлаштарсан ниме тăман япала çеç. Тепре пăхса тухăр-ха фотосене, еплерех чаплă меслетсемпе саламлаççĕ вырăсла калаçакансене! Вĕсен çумĕнче пĕр-пĕр мĕскĕн чăвашла "растяжка" пекки мĕнех улăштарма пултарĕ? Влаçа шанмасан, тата кама шанмалла? <b>
Мĕншĕн эсир ушкăнпа çыру çырса влаçран ыйтасшăн мар растяжка пирки, магазинсемпе ытти конторăсем ,предприятсем çинче Чăвашла табличкăсем пулмалли çинчен? Пирĕн Татарстанта икшер табличкă,пĕри тутарла ,тепри вырăсла.Любой реклама 50/50%. Элле сирĕн Конституции урăхла-и? Çавсене те ĕçлемесен,мĕн лĕпĕртетсе ларатăр кунта.
Agabazar // 3318.88.4568
2014.01.06 20:13
Agabazar
Илемпи:"Ну çакăр тархасшăн çав растяжкине!"

Ну мĕншĕн Акапасарăн çакмалла? Ăçта Правиьтельство? Ăçта Тÿре-Шара? Ăçта Парламент? Ăçта ЧНК? Ăçта Хула влăçĕсем? Ăçта Хула влаçĕн Культура пайĕ? Ăçта Тĕп Художник? Ăçта Тĕп Архитектор? Ку тытăмсем арканман вĕт!
Agabazar // 3318.88.4568
2014.01.06 20:30
Agabazar
Сахвантей:"Мĕншĕн эсир ушкăнпа çыру çырса влаçран ыйтасшăн мар растяжка пирки..."

Çыру хуть те кам та çырма пултарать: Тимĕр те, бор та, Якур та, Шупашкарта пурăнакан ытти çын та. Çырăва влаç патне илсе çитермелле, унтан регистрацилеттермелле. Ыйтăва ак çапла та лартма пулать:Эпир çакăнта сÿтсе явнине хула влаçĕ патне янă Уççыру тесе шутламалла. Унашкал формулировкăсемпе Совет саманинче те усă курнă.

Тиексем ку сайта нихçан та кĕрсе тухмаççĕ тесе шутламалла мар.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем