Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764315 хут пӑхнӑ

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.02.10 00:00
Чавашсем те хăйсен чĕлхине веренесшен мар та, нухайккапах ют чĕлхе верентеймĕн вырас халахне.Хамар ачасене верентсен те тем пекехчче те...
Якур // 2472.90.0762
2014.02.10 06:22
Тĕрĕс калать Ефим. Пире, чăвашсене те никам та вăйпах вĕрентимаç ни вырăсла, ни акăлчанла. Кирлĕ пулсан вĕренеççĕ чăвашсем акăлчанла темиçе уйăх хушшинчех. Волочана та Акапасар пекех хурлама кирлĕ мар пек.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.10 08:38
Хăйсен ачисене вĕрентесси пирки шутлакансем,шел пулин те питĕ сахал.Халăх пирки ,чĕлхемĕре упрассине садик-шкул çине йăвантарма питĕ çăмăл.Кун пирки президиумсенечен кăшкăрса ĕмĕр ирттерни тепри.Килĕнче кăна чăваш чĕлхи кирлĕ мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.12 13:03
Вырăс чĕлхи пирки Атилла текен хастар шутламасăртарах çырни курăнать.Ахăртнех Хăйĕн йĕркисене Акасапара килĕшес тесе çырни паллă.
Владимир // 3017.64.2848
2014.02.12 17:13
Аха ĕнтĕ: вырăс пирки тем те калама юрать, чăваш çинчен лайăххине кăна! Пылпа сĕрсе çăтса ярасси çеç юлать!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.12 19:45
Акасапара итлесе сăмахпа иртсе каймалла мар пек ман шутпа( не надо перебарщивать теççĕ вырăссем).Паян ытлашши кăшкăрмасăрах чăвашлăхшăн нумай ĕç тума пулать( турра шĕкĕр, ырă тĕслĕхсем чылай).
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:11
Agabazar
bor1959:"Вырăс чĕлхи пирки Атилла текен хастар шутламасăртарах çырни курăнать." Еххĕмĕн псемдонимĕ Атилла-им-ха?

Володя:"Аха ĕнтĕ: вырăс пирки тем те калама юрать, чăваш çинчен лайăххине кăна!" Эсир те, сирĕн "юлташсем" те кунта Чăваш пирки лайăххине ним те каламан-ха . Шел пулин те, унашкал "хăрушлăх" (чăваша мухтас хăрушлăх) пачах та çук.

bor1959:"Ахăртнех Хăйĕн йĕркисене Акасапара килĕшес тесе çырни паллă."
Ара çав, Акапасар шутсăр пысăк ШИШКĂ та унран пурте сехĕрленсе çеç тăраççĕ. :-)
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:17
Agabazar
bor1959:"Паян ытлашши кăшкăрмасăрах чăвашлăхшăн нумай ĕç тума пулать( турра шĕкĕр, ырă тĕслĕхсем чылай)."

Çапла ĕнтĕ."Ăслă" çынсем унашкал ĕçсене нумай тăваççĕ: ЧР Конституцийĕнчен "патшалăх" сăмаха сирпĕтеççĕ, Илле Иванова суд тăваççĕ, "Вырăс маршĕсем" ирттереççĕ, Интернетре чăвашран мăшкăллакан комментарисем пичетлеççĕ. Нумай, Нумай тĕслĕхсем...
яКУР // 2219.55.5544
2014.02.12 22:54
Кунашкал кăртăшлансан Акапасар пысăк "ШИШКА" мар пĕчик "ШИШКА" та пулимаç пулмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.13 10:10
Акасапар пичче " Ăслă çынусем" веçех санăн кумирсем. Сăмахран, П.Краснов,А. Леонтьев, О.Мешков тата ыттисем. Вĕсем чĕмсĕр пулнипе веçех пулса пырать. А эпир В.Станьял пеккисене кĕртсе ярасшăн çунса çÿренинчен кулса ларан, намăссăр. Çав патшалăх Советĕнче В.Станьял пеккисем тата Моляков пеккисем пулсан санăн çырмалли тема та пулман пулĕччĕ форумра! Намăс сана хохолсем пек унталла-кунталла кустарнишĕн! Мулкач-проститутка çинчен Анекдот пĕлен пуль? Кил каласа парап.

Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем