Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3327280 хут пӑхнӑ

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.02.27 00:32
Айванистанра айвансем пурăнаççĕ иç.
Agabazar // 1772.9.6526
2014.02.27 11:35
Agabazar
Еххĕмистанра Еххĕмсем пурăнаççĕ.
Ефимистанра Ефимсем пурăнаççĕ.
Паттăристанра паттăрсем пурăнаççĕ.
Аптраманистанра аптрамансем пурăнаççĕ.
Вихтăр // 1039.8.4424
2014.02.28 09:47
Ку Айванистан-Аптраманистан йĕркисем пит те шĕвек. Agabazar текен йĕкĕтĕн вĕренмелли нумай, усси пулать-и пулмасть-и, пĕлместĕп. Анчах мĕн те пулин калăплама каймалла революци шăтăкне-Майдана,унта мĕнле пулин вырăнлă шухăш пуçа килсе кĕме пултарать. Майдана ярас çак ачана, унта çÿп-çап пуçтаракан та кирлĕ.
Серте Унтри // 2074.57.4790
2014.02.28 21:56
Питĕ килĕшрĕ. Чуна çĕклет.
Agabazar // 1248.82.3992
2014.02.28 22:21
Agabazar
Айванистан≠Аптраманистан. Кам урăхла шухăш сарать, çавă сÿеçĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.01 09:41
Акасапар хăта! Шăл йĕриччен кайса килĕр-ха Иллепе иксĕр хотя бы Крым çурутравне(Киева çитимасăрах юлтăр ĕнтĕ). Кунта нумай мул та кирлĕ мар.Каятăр Чăваш Енъри ЛДПР координаторĕ Кулагин патне. ЛДПР-рăн 10-шар депутачĕ Крымра çÿреть, вĕсене пурпĕрех: 2 çын ытларах-и, сахалрах-и. Иллепе Акасапар, "икĕ паттăр"( правда псевдо е виртуаллисем анчах)çавăнта кайса çавăрттарса килимастăр. Фу,намăс.
Якур // 4182.33.4798
2014.03.01 11:56
Ан тив Акапасара,bor1959! Ун халлĕхе унта çÿреме вăхăт çук. Вăл ЧĂВАШ халăхне тата ун çумĕнче пурнакан ытти халăх çыннисене ÇĂВАРНИ уяаĕ туса парас пек каланăччĕ. Çак сăмаха тытсан Ăна укçа пухса яратпăр Крыма,хуть кантăр унта, хуть авлантăр!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.01 20:20
Тем ан калаç-ха, Якур хăта! Тата Акасапара Крымра Çĕрпе Çурт илсе памалла мар-и?
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.01 21:03
Ман шутпа пирĕн кашнин çак кунсенче тăван ялĕнче çăварни ирттерессине йĕркелемелле.Масленица мар пултăр,а ÇĂВАРНИ.Хам енчен илес пулсан çăварни уявне хутшăнакан сортсменсене тата юрă-ташă ăстисене кашни çулах парнесемпе хавхалантарма хутшăннă.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.02 18:30
Тĕрĕс, Тимĕр хăта! Эсĕ çавăн пек тăвасса шанса тăратăп! Маттур, Шашкар йĕкĕчĕ!

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем