Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Дина Гаврилова: МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ

Дина Гаврилова24.10.2013 19:1310487 хут пӑхнӑ

МУНЧАРАН – ВЕНЧЕТЕ. Дина Гаврилова

Отрывок из книги "В бане с нечистым"

 

Ваҫук‚ хӑйӗн пулас арӑмӗ ҫине пӑхса‚ тарӑн шухӑша путрӗ. Пит-куҫ енчен Наҫтука тиркеме ҫук-ха‚ вӑт ун тумтирӗ айӗнче мӗн- мӗн пытанса тӑнине вара пӗлсе пулмасть. Наҫтук‚ ялти ытти хӗрсем пекех‚ темиҫе хут тӑхӑнса ҫӳрет. Вӑрӑм кӗпи аллипе урине пӗтӗмпех витсе-хупласа тӑрать‚ ҫине уртса янӑ тумтир вара хӗр кевти-кӗлеткин ытти илӗртӳллӗ пайӗсене те шанчӑклӑн пытарать. Сарлака кӗпе арки айне кукӑр урасем те‚ пур пулсан – хӳре таврашӗ те пытарӑнать. Тумтир тени Наҫтук ҫинче купӑста ҫулҫинчен те нумайрах-тӑр? Ҫи-пуҫ пӗрмисемпе ҫӗввисем‚ тӗрлӗ вырӑнти хӑюсем Ваҫук ӑс-тӑнне арпаштарсах яраҫҫӗ. Савнӑ хӗрӗн пӳ-сийӗ ӑна сахал мар шухӑшлаттарать: те хӗр ҫав тери япӑх та ырхан‚ элле купарчисем ытла тухса тӑраҫҫӗ?

 

Наҫтук каччӑ таврашне ҫывӑха ямасть. Ваҫук хӑй те мӗн ачаран хӑюсӑр та ҫемҫешке пулса ӳснӗ. Чӑваш хушшинчи ӗлӗкрен килекен йӑла-йӗрке те хӗр упраҫа хӑйӗн ҫирӗп картинче тытать: туйччен ун пек-кун пек хӑтланма ирӗк памасть. Ваҫук хӑйне акӑш пек чипер хӗр вырӑнне пӑсӑк та килпетсӗр арӑм лекесрен шутсӑр шикленет. Туй хыҫҫӑн ирттермелли пӗрремӗш каҫ та хӑратать ӑна: савӑнӑҫ кӳрӗ е хурлӑх. Лотерея вӑййи пек.

 

Чылай пурӑннӑ хыҫҫӑн Ваҫук хӑӗн уй- шухӑшне ҫывӑх тусне Леонида каласа пачӗ. Паян-ыран тенӗ пек туй пулмалла: хальччен вӑл пулас арӑмне ҫарамас пӗрре те курман-ха. Ҫарамас курма тетӗр-ха‚ вӑл ӑна ыталаса та пӑхман. Унӑн хутлӑ-хутлӑ ҫи-пуҫӗ айӗнче элле пулӑ хупписем-ха? Элле элес-мелес хӳре те ӳсет унта?

 

Леня вӑл каланине итленӗ хыҫҫӑн ӑшӗнче кӑна кулса илчӗ те мӗнле те пулсан пулӑшма шантарчӗ‚ хӗре кӑнтӑр кунӗнче ҫаппа-ҫарамас курма май туса пама пулчӗ. Эрне иртрӗ‚ тепри пуҫланчӗ. Ҫимӗк те ҫитрӗ. Ял халӑхӗ уяв тӑвать. Чӑвашсен чи хаваслӑ праҫникӗ ку. - Паян хӑвӑн савнине курӑн‚ - терӗ Ленька тусне‚ - Марук аппасен мунчи патне пыр. Ваҫукӑн‚ паллах‚ ӗненесси килмерӗ-ха. Ӑҫта пулнӑ вӑл хальччен ҫамрӑк хӗр тӑр кӑнтӑрла хӑй ирӗкӗпе кӗпи-йӗмне хывса пӑрахни?

 

Ҫак вӑрттӑнлӑх пирки Ваҫуксӑр п у ҫ н е т а ҫ т а н сиснӗ тата темиҫе каччӑ та “операцие” хутшӑнчӗ. Мунча ҫырма хӗрринче ларать. Шыв йӑтма ансатрах пултӑр тенӗ ахӑр. Тепӗр тесен‚ мунчара вӗри ҫапӑннӑ хыҫҫӑн сивӗ шыва чӑмса ишесси те мӗне тӑрать! Леня мунчаран тухакан ҫын ҫырма хӗррине анни лайӑх курӑнакан вырӑн суйласа илчӗ. Вӑрттӑн ӗҫпе пухӑннӑ каччӑсем хӑйсене тӑруках асӑрхамалла мар ҫӗре пытанса выртрӗҫ. Намӑса пӗлмен ҫамрӑксене савнийӗсене ҫарамас курас килни канӑҫ памасть.

 

Акӑ ҫимӗк ҫеҫки тытнӑ хӗрсем калаҫа- калаҫа мунчана кӗрсе кайрӗҫ. Мунча умӗнче салтӑннӑ-хывӑннӑ хыҫҫӑн шала кӗрсе ҫухалчӗҫ. Саксем ҫине вырнаҫса ҫивӗчӗсене сӳтме тытӑнчӗҫ‚ ҫимӗк курӑкне вӗри шывра ислетрӗҫ. Халӑхра сарӑлнӑ сӑмах тӑрӑх‚ кам Ҫимӗкре мунчара ҫимӗк курӑкӗпе сӗрӗнет-ҫӑвӑнать‚ вӑл калама ҫук илемлӗ хӗр пулса тӑрать иккен. Ҫак вӑхӑтра каччӑсен ушкӑнӗ ӗҫ-пуҫ еплерех вӗҫленессе тӗмсем хушшинче чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе выртрӗ. Ваҫук йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ. Леня хӑйне лӑпкӑнрах тытма тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтрах Ваҫука часах унӑн Наҫтукӗ мунчаран сирпӗнсе тухасси пирки систерет.

 

Наҫтук вара ку самантра лапка ҫине хӑпарса ларнӑ та вӗри чул ҫине пӗчӗккӗн шыв сапа-сапа илет. «Ӑшшине нӑкӑрах пар‚ Настя‚ - хавхалантараҫҫӗ ӑна тантӑшӗсем. - Ҫак вӗри те сиплӗ пӑсра ҫапӑнса эс ялти чи илемлӗ хӗр пулса тӑрӑн ак»? Наҫтук куркапа сапакан шыв‚ калама ҫук хӗрсе ҫитнӗ чула лексе‚ хӑрушла чашлата- чашлата илет‚ вӗри пӑс мачча таран ҫӗкленет‚ Наҫтука пӗтӗмпех хӑй айне тӑвать ҫитменнине. Куҫа тем касать‚ чикет‚ пин-пин кӗленче в а н ч ӑ к ӗ л е к н ӗ тейӗн. Сӑмса шӑтӑкӗ таранах чӗпӗтет. Пӗтӗм кевте-кӗлетке вӗри шывпа сапнӑ пек пӗҫере-пӗҫере каять. Хӑй те сисмерӗ тахӑш самантра Наҫтук мунчаран тухса та сирпӗнчӗ‚ кӑшт тӑрсан мунча умӗнчен те тухса вӗҫрӗ.

 

- Акӑ пӗрремӗш чӗкеҫ вӗҫсе те тухрӗ‚ - кӑмӑллӑн хихиклетрӗ Леня.

- Хитре чӗкеҫ‚ - ихӗрмесӗр чӑтаймарӗҫ ыттисем те.

Наҫтук сукмаксӑр-мӗнсерех ҫырманалла тапса сикрӗ. Шыв патне анма самаях чӑнкӑ. Чупнӑ чухне урисем ҫӗкленнӗ май хӗр кӑкӑрӗсем те ҫӗкленеҫҫӗ. Хура та вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫунат пек сарӑлать. Хӗр ҫӗр ҫийӗпе вӗҫет тейӗн ҫав.

- Кӑмӑлу тулчӗ-и ӗнтӗ? - Ваҫук енне ҫаврӑнчӗ Ленька. – Нимле пулӑ хуппи те ҫук. Хӳре таврашӗ те курӑнмарӗ.

Каччӑ аллине кӑна сулчӗ. Халь кӑна хӑй мӗн курни ӑна пӗтӗмпех тӑнран ячӗ. Вӑл пулас арӑмӗн пӗтӗм кӗлеткине ик куҫ тулли курса савӑнчӗ-ҫке.

 

Наҫтук хыҫҫӑн ыттисем те мунчаран пичке пӑкки пек сирпӗне-сирпӗне тухрӗҫ. Ку вӑл ҫаппа-ҫарамас хӗрсен кӑнтӑр кунӗнчи хӑйне майлӑ парачӗ пекех пулчӗ. Хӗрсем ушкӑнӗпе ҫырма хӗрне чупрӗҫ‚ ҫунакан вутӑ пуленки пек сивӑ шыва чӑмрӗҫ. Ҫырмара ҫӑл тухакан вырӑнсем пур-мӗн. Ҫавӑнпа мӗнле шӑрӑхра та кунта шыв пӑр пек сивӗ. Хӗрсем хӑйсен ӳчӗ- тирӗ чӗпӗтме‚ кӗҫӗтме‚ касма та ыратма чарӑничченех шывран тухмарӗҫ.

 

Хӳтлӗхри каччӑсем те чылайччен хихиклетрӗҫ. Пӗр вӑхӑтрах ял ҫӗрӗнче тӑр кӑнтӑрла ҫавӑн чухлӗ ҫарамас хӗр курни вӗсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ку сана утҫи мар. Унта хӗр упраҫӑн ҫара чӗркуҫҫине е хул айне курма пулать-ха.

 

Ҫимӗк чӑннипе лайӑх иртрӗ. Каварҫӑсем ҫӗрӗпех вӑйӑра пулчӗҫ. Пӗрисем хӗрсемпе пӗрле юрларӗҫ‚ ташларӗҫ. Ленькӑпа унӑн тусӗсем вара ним тума аптранипе Потемкинсен хапхине Хӗветуҫ карчӑкӑнни вырӑнне кайса ҫакрӗҫ‚ Исаевсен пурине ял вӗҫне куҫарса лартрӗҫ. Пӗр хӗрсе ҫитнӗскерсем ухмахлансах кайрӗҫ темелле: Васильевсен тимӗр туалетне ҫӑлса кӑларса палӑк вырӑнне ҫул варрине куҫарса лартрӗҫ. Кӗскен каласан‚ ҫӗр хута айкашрӗҫ‚ пӑсӗсене кӑларчӗҫ‚ чунӗсене лӑплантарчӗҫ.

 

Мӗн курни Ваҫука шутсӑр килӗшрӗ‚ ҫ а в ӑ н п а т а п ӗ р т ӑ х т а м а с ӑ р ‚ н и м шикленмесӗрех савнӑ хӗрне качча илчӗ. Вӑрттӑнни кунта акӑ мӗн: Леонид мунчана малтан йӑпшӑнса кӗнӗ те саксем‚ лапка тата милӗкпе чул ҫине тӳнӗ хӗрлӗ пӑрӑҫ сапса тухнӑ. Ҫапла вӑл юлташӗн туй умӗнхи иккӗленӳллӗ уй-шухӑшне сирсе яма пулӑшнӑ.

 

Вырӑсларан А. САВЕЛЬЕВ-САС

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Сантар // 4186.57.1361
2013.10.31 15:06
Интересле кулашла калав ку. Чаваш-халахан пурнасенчен илне.Чаваш арсынесен юрату туйемесене синчен намассарлахсар сырса катартма пултарна автар. Чаваш халахан сапайлахе паларать, намас-симес шайенче мар чаваш юратаве. Маттур пушкарт хере.
2013.11.01 15:56
Дина Гаврилова
Сантар, спасибо за вам за первый отклик. Я смотрю, люди молча читают(или не читают),но никто не отзывается. Автору всегда интересно мнение Читателя. У меня есть прекрасная иллюстрация к этой байке, но кажется,здесь они поддерживаются программой.
С признательностью,ДИна
Agabazar // 3205.65.9576
2013.11.01 17:05
Agabazar
Хайлавăн авторне тата куçаруçине эп сĕнекен проекта хутшăнма чĕнетĕп. http://chuvash.org/blogs/comments/1866.html
2013.11.05 10:34
Дина Гаврилова
Спасибо за приглашение.
Agabazar // 1265.45.4999
2013.11.07 19:06
Agabazar
Сантар:"Интересле кулашла калав ку" Кулăшла калав темелле мар пуль. Жанрне урăхларах палăртмалла. Ну триллер-и унта е тата темĕскер...
Сантар // 4186.57.1361
2013.11.11 10:11
Мен триллере унта... Чан-чан кулашла хайлав. Эпир ача чухне кун пек халапсем ваттисем каласа паратчес.Келпук Мучин те пурче вет юптару "..сатти-сатти-сатти-сат...айта карчак мунчана...)

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем