Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Анатолий Кипеч: ЧНК тилхепине тытма пӗлмелле

Аксар Чунтупай22.10.2013 18:099411 хут пӑхнӑ

Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ В.А.Иванов юпан 12-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат корреспондентне панӑ интервьюна вуланӑ хыҫҫӑн тунсӑх шухӑшӑмсем пушшех вӑйланса кайрӗҫ. Ҫав хушӑрах Конгресс мӗншӗн хавшаса пынин сӑлтавне аванах сисрӗм. В.Иванов хӑйӗн шухӑшне «Тур лашине кӳлме пӗлтӗмӗр...» - тесе ҫирӗплетет. Анчах тилхепине камсем тата мӗнлерех тытса пыни пирки шарламасть, виҫӗ пӑнчӑ кӑна лартса парать. «Пӗр чӗлхеллӗ пуласси, пӗрле юрласси, культурӑна упрасси - пӗрремӗш вырӑнта тӑрать», - тесе ҫирӗплетет вице-президент. Ытла та пӗр енлӗ шухӑшлав мар-и ку? Патриотсем те «аваллӑха упрама тӑрӑшакансем» ҫеҫ. Конгресс ҫурчӗ вара калаҫмалли вырӑн пек кӑна курӑнать. «Унта кӗме чӑваш чӗлхи кӑна кирлӗ, вӑл - чи кирлӗ документ /?/, алӑксем яланах уҫӑ, кашни чӑваш чун ыратӑвне калаҫса ҫӑмӑллатма пултарать», - пӗлтерет В.Иванов. Президенчӗ те, вице-президенчӗ те сайра хутра кӑна пырса кайнӑ чухне кампа калаҫӗ-ха унта кӗнӗ чӑваш?

Конгресс республика пурнӑҫӗнче мӗнлерех вырӑн йышӑнни пирки тулай чӑвашӗсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Унӑн хисепне ҫӗклес тесен урӑхларах тӗллевсемпе ӗҫлени кирлӗ. Манӑн шухӑшӑмпа - тӗп вырӑнта халӑха упранса юлма, ӑна хальхи виҫепе аталанма, республикӑна вӑйланма пулӑшасси пулмалла. Конгресӑн правительство лартнӑ тӗллевсенчен айккинче тӑмалла мар. Хутшӑнса ӗҫлемелле, министрсен, депутатсен йӑнӑшӗсене асӑрхаттарма та хӑрамалла мар. Республика Раҫҫейри кашни чӑвашӑн мӑнаҫлӑхӗ пултӑр тесе ӗҫлемелле. Конгресс кӗрсе тухмалли вырӑн ҫеҫ мар, ӑслӑ, мал курӑмлӑ, тӑрӑшуллӑ, укҫашӑн мар, халӑхшӑн, республикӑшӑн ӗҫлекен ҫынсен пӗрлешӗвӗ пултӑр. Чӑвашла калаҫакан кашниех Конгресс членӗ пулма пултараймасть. Чи вӑйлӑ политологсене, социологсене, экономистсене, философсене явӑҫтармасӑр усӑллӑ Конгресс тума ҫук. Халӑх шутӗнчен ытларах ӑс хӑвачӗ кирлӗ!

Пире тепӗр чух пурнӑҫӑн тӗп саккунне тӗрӗс ӑнланманни те айккинелле пӑрса ярать. Лаши вӑл, паллах, - пурлӑх никӗсӗ, экономика. Урапи ҫине вара темӗн те тиенет: шкулсем, культура ҫурчӗсем, больницӑсем, театрсем, стадионсем, хаҫат-журнал, кӗнекесем тата ытти те.

Чылай ҫул каялла эпӗ «чӑваш сӑпки - ялта» тесе ҫырнӑччӗ. Ачи тухса ан ӳктӗр тесен сӑпка тӗпӗ шанчӑклӑ пулмалла. Ҫав шанчӑка пире ӗҫ кӑна парнелет. Ял пурнӑҫне ӗҫ кӑна чун кӗртет. Ҫакӑ пулать те ӗнтӗ авалтан пыракан тӗрӗс йӑла. Ӗҫсӗр ялта юрӑ илемӗ те ҫук, тӑван чӗлхепе калаҫнин те усси сахал.

Хамӑр республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем туни тухса кайнӑ вӑй питти ҫынсене килне таврӑнма пулӑшӗ. Хальлӗхе эпир ҫавӑн пек ҫынсен шутне те пӗлместпӗр вӗт-ха. Вӗсем пӗри те В.Иванов е А.Кибеч ҫырнине вуламаҫҫӗ, каланине те илтмеҫҫӗ. Эпир тӑрӑшни ҫерҫисене тупӑран пенӗ евӗр кӑна пулса тухать. Пӗчӗккисемпе ваттисем нимех те тӑваяс ҫук. Пӗрисем - айван, теприсем - ывӑннӑ.

Халӑха упраса хӑварас тесен чӑваш килне, ялне ҫирӗплӗх кӗртмелле. Паллах, ял экономики урлӑ. Ҫавӑ пулать те хальхи политикӑн чи уҫӑмлӑ кӑтартӑвӗ. Глобализаци туртӑмӗ хуҫаланнӑ вӑхӑтра чӑваш ялне ҫӑлса хӑварма пулӗ-ши? Конгрессменсен пуҫне пуринчен ытла ҫак ыйту ыраттармалла. Юрласси, ташласси ҫухалмӗ.

Чӗлхе ыйтӑвӗсенче те ӑнланманлӑх ҫук мар. Чӑвашла калаҫ, чӑвашла вӗрен тенипех ӗҫ тухмасть. Тӑван чӗлхе статусне ӳстерес ӗҫе патшалӑх шайӗпе туса пымасан учительсемпе ҫыравҫӑсен тӑрӑшӑвӗ пысӑк витӗм кӳреймӗ.

Учительсене пухса калаҫасси - пӗр шайри ӗҫ, «ҫывӑрса» ларакан чиновниксене, депутатсене вӑратасси конгресӑн ҫӳлерех шайри ӗҫӗ пулмалла. Юрлаччӑр, савӑнччӑр, анчах политикӑпа экономика ыйтӑвӗсене ан хускатчӑр текенсем те ҫук мар вӗт.

Вӑйлӑ, авторитетлӑ Конгресс чи малтан хамӑр республикӑна кирлӗ. Ыйтӑва ҫакӑн пек лартнӑшӑн ытти регионти чӑвашсем пӗртте хирӗҫ пулас ҫук. Республика ертӳҫисем те ӑнланаҫҫӗ пулӗ тетӗп. Вӑйлӑ Конгреспа вӑйлӑ республика халӑхӑн икӗ ҫуначӗ пулччӑр.

Кӗҫех Конгресӑн VIII съездне ирттермелли кун та ҫитӗ. Хатӗрленӳ ӗҫӗ мӗнле пыни пирки каламӑп. Мӗнле йышӑнусем пулаҫҫӗ-ши? ЧНК Уставне мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртеҫҫӗ-ши? Ӗҫпе экономика ыйтӑвӗсене малти вырӑна лартас тӗллев пур-ши? Е каллех юрлас, ташлас, концертсем, уявсем ирттерес шайра кӑна юлӗ-ши? Тӗрлӗ йышӑнӑвӑн проекчӗсем пичетре пулӗҫ-ши? Мана темшӗн паян Конгресра кама чӗнмелле е чӗнмелле мар, кама кӗртмелле е кӗртмелле мар, кама сӑмах памалла е памалла мар ыйтусемпе ытларах ӗҫленӗ пек туйӑнать. Ҫӗкленӳ туртӑмне тӗпе хурса ӗҫлени кирлӗ. Лашине кӳлме пулӗ-ха, тилхепине тытма пӗлесчӗ. Ӑна пултаруллӑ та тивӗҫлӗ ҫын аллине парасчӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.23 09:33
Ку сăмахсене:"Мана темшĕн паян Конгресра кама чĕнмелле е чĕнмелле мар, кама кĕртмелле е кĕртмелле мар, кама сăмах памалла е памалла мар ыйтусемпе ытларах ĕçленĕ пек туйăнать." А.Кипеч питĕ тĕрĕс çырать.Сăмах май каласан Кипеч пиччен кашни сăмахĕ айĕнче алă пусма пулать. Маттур кипеч пичче. Халь итлеме хатĕрленетпĕр Акасапара.
Владимир // 4132.37.7347
2013.10.23 09:51
А. Кипеч каланинчен: «Конгресăн правительство лартнă тĕллевсенчен айккинче тăмалла мар. Хутшăнса ĕçлемелле, министрсен, депутатсен йăнăшĕсене асăрхаттарма та хăрамалла мар».
<br><br>Ман шутпа ку ыйтăва тепĕр енчен татса памалла: Патшалăх ĕçченĕсем (правительство ертÿçисем) Конгресс сĕннĕ,(лартнă )çынсенчен тытăнса тăмалла. ЧНКăн Уставне тата Программине улăштармалла, суйлав компанийĕсенче хутшăнмалла, ЧНК палартнă кандидатсемпе суйлава тухмалла.
Якур // 1074.01.4692
2013.10.23 10:58
Мĕн каламалли пур, пĕтĕмпех тĕрĕс çырать Кипеч. Анчах та ăна агрессивное большинство Конгресса итлемерĕç, шел пулин те. Малашне итлекенсем тупăнсан анчах. В.А.Ивановĕ-ват супнă- "пĕтĕмпех лайăх пулать ачасем"- тесе пурăнчĕ. Акасапар ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнместь, пĕр камандăран ĕнтĕ.
2013.10.23 18:32
Аксар Чунтупай
Николай Лукианов кандидачĕсĕр пуçне ЧНК президентне суйланма тивĕçлĕ кандидат çук!

Укаслу Микулайĕ вара тÿре-шара çынни вĕт-ха (депутатсем тахçанах халăх тарçи пулма пăрахнă, тата вăл усламçă. Усламçăсен конгресс ĕçĕпе аппаланма вăхăт çук. Вĕсемшĕн пуçа ыраттараканни - укçа хутаççи.
Сетре Унтри // 3962.5.0775
2013.10.23 19:51
Ытла пĕчĕк пÿлĕм съезд иртерме кĕĕрсе курас текенсем кĕрсе куримаççĕ. Чăваш халăхне чăнипех пĕр чышкăна пуçтарас тесен ăна популизировать тăвас тесен, съезда пур чăваша та кĕртмелле.
Михал // 3674.43.2379
2013.10.23 20:01
Аксар, мĕншĕн Лукиановсăр кандидат çук тенине уççăн ăнлантарăр-ха! Мĕнпе вăл анчах тивĕçлĕ? Халăхра пур тивĕçлисем. Тутар чăвашĕсем унашкал ыйту лартсан сана кăшласа яраç!
Agabazar // 2435.50.9515
2013.10.23 20:01
Agabazar
bor1959:"Халь итлеме хатĕрленетпĕр Акасапара." Акапасара çаплипех "такам" блокласа тăрать-ха. Иккĕмĕш комментарие яма май çук. Ярас тесен кашнийĕнчех компьютера сÿнтерсе илме тивет. Паллах, апла аппаланса ларасах килмест.
Якур // 1862.96.0807
2013.10.24 12:44
Акасапар ахалех "такама" пиарить тăван, никам та сан коммента блокламаç. кунта сăмах кама ЧНК тилхепине кама парасси пирки. К.Яковлева шанса парсан Шупашкара килмесĕр Хусантан тилхепене тjavascript:insertTags('%C3%87','','');ытса пыраять-ши çирĕп. Мĕнле шутан, Акасапар?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.24 13:16
Тилхепе çирĕп тытса пыма йĕркеллĕ йĕкĕтсем пурах Чăвашра. Вĕсенчен пĕри Н.Угаслов.
Саня матки Валерикки // 2097.78.6161
2013.10.25 12:14
Кипеч вунпилĕк хушши ваттисен канашлавне ертсе пырса ма тилхепине тĕрĕс тытса пыма канашлайман вара? Хăранă! Хăйне лайăх пултăрччĕ тесе шухăшлани мар-и ара? Икĕпитлĕх теççĕ çак япалана

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем