Акасапар, кунта Китайри революци те, Колыма та вырăнлă мар! Акасапар хăта, Эсĕ асăннă юлташсем ĔÇсĕр çÿремеççĕ. Иллене шалккă, ĕç вырăнĕ çук, ялта вара пĕтме памаççĕ. Çав шутпа çеç яла "рекомендовать" тăватăп. Маншăн пурпĕрех, енчен те выçă лармаç пулсан Илле хулара, çÿретĕр хуларах. Асфальт пурне валли те çитет!
Акасапаркка, эсĕ украин подданнăйĕ мар пуле те? Питĕ вĕсемшĕн хăлаçланатăн эсĕ. Сан сăмсу айĕнче ĔÇсĕр çÿреççĕ Архипов,И.Иванов, К.Портнов тата вĕсен çумĕнчи хÿрешкесем. Çавсем çинчен шутла-ха, тархасшăн! Пĕр утăм та пулин ту-ха чăвашлăхшăн,имшеркке! Пуш параппан çапса ларан Айванистан çинчен. Пурнăçу иртсе кайрĕ вĕт!
Акасапар хăта! Кунта тема Муркаш çинчен, Малороссия çинчен мар.Çавăнпа темăран сăмаха каллех,яланхи пекех пăрса яма ан хăтлан! А Януковича ĕç тупса пама сана чармастăп( кăçал Чăваш фермерĕсене аталанма питĕ нумай укçа уйăрнă Раççей ялхуçалăх министерстви, çавăнта шăтарса кĕрсе кайăр-ха Иллепе иксĕр).
ЯКУР // 4182.33.4798
2014.03.01 11:52
Хисеплĕ bor1959 хăта! Миçе хутчен калама юрать сана- Акапасар нимле конкретлă япалапа та хăйне явăçтармаç тесе.Ăна виртуаллă тĕнче валли çуратнă вĕт?Халь виртуаллисен шучĕ хутшăнма пуçларĕ пулмалла, Акапасарĕ пуринчен те маларах çуралнă кăна.
Паян та Муркаш енче çулленхи <йĕлме йĕлтĕр> уявĕ. Унта кайнă муркашсем тата вĕсене хисеплекен чăвашсем, Акасапар та Илле Иванов та çук унта. Вĕсен çавăнта пулмаллах пулнă ĕнтĕ, ара В.Егорова-Васильева çăмăл атлет шайĕнчи пек йĕлтĕрçĕ те МУРКАШ ЕНЪрен тухмалла теççĕ çывăх 10-çуллăхра. Маттур муркашсем, çав хушăра Муркаш Енъ хастарĕ ТIMER-ТИМĔР! Сывă пулччăр Тимĕр тата унăн ĕçчешĕсем!
Якур // 1363.63.5488
2014.03.01 19:07
Муркашсем маттур-ха вĕсем, анчах çав ăмăртăва Мочаловпа Илле Иванов пынă-ши? Муркаш ĕçченĕсене пырса сумлă парнесем парса чыс тусан аванччĕ. Акапасар пырса чыс тусан та никам та хирĕç пулмĕччĕ.
Мочаловпа Илле лайăх чĕнсен кайма пултарĕç, анчах Акасапар каясса ниепле те ĕненме пултаримастăп. Кирлĕ мар Ăна ни Муркаш Ень, ни Етĕрне Ень, Ни Елчĕк Ень, ни Патăрьел Енъ. Унта-кунта çÿресе тар тăкмаç вăл. Унăн "функцийĕ" савçим урăхла.
Мухтав Муркашри Калайкасси шкулĕнче вуниккĕмĕш çул хăйсен шучĕпе шкул ачисен йĕлтĕрпе чупас ăмăртуне ирттерме пултаракан пĕртăван Федотовсене.Çĕр ытла темиçе районтан пухăннă.Пурнете апатлантарнă.Парнисем те нумай.Кун пек маттурсене пулăшасси пирĕн тивĕç.
Якур // 2766.18.5797
2014.03.04 07:31
Пирĕн Акапасар хăта Януковича ĔÇе вырнаçтарма Ростов тăрăхне кайнă пулмалла, савçим шăпланчĕ. Е Украина тăрăхне кайса килме пит хистенĕрен Çав пирĕн ХИСТЕВЕ вырăна хурса Майдана е Крыма çул тытрĕ пулмалла. Мухтав кун пек хастарланакан Акапасара, нимпе те А.Проханов çыравçăран кая мар.