Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Илле Иванов журналиста айӑплани Чӑваш Республикин рейтингне чылай хавшатнӑ

Akram04.06.2013 17:3185559 хут пӑхнӑ
«Петербург политики» рейтинг фончӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен социаллӑ-политика тӑрӑмлӑхӗн шайне тишкерет.

Чи ҫӳллӗ шай 10 балл. Чӑваш Республикине 6,9 балл панӑ. Япӑххисен шайне ҫитме нумай та юлман – 0,9 балл кӑна чакмалла.

Чӑваш ҫӗршывӗн социаллӑ-политика тӑрӑмӗнчи плюс - Игнатьев Китай Халӑх Республикине кайса килни, минус – Илле Иванов журналиста айӑпсӑр экстремизм пуҫилле статьипе айӑплани...

 

Тӗплӗнрех - www.fpp.spb.ru/fpp-rating-8.php

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.14 19:04
Акасапара:как не могли противостоять вводу новых английских и французских слов филологи России,çавăн пекех Чăвашсене те çăмăл мар вырăс,акăлчан е латынь сăмахĕсене кăларса пăрахма. Каларăм ĕнтĕ: законодателем мод пулмалла, шутласа кăлармалла çĕнĕ япала-вара чăвашла ят памалла. Ку çăмăл мар, анчах урăх май çук.Е акăлчан сăмахĕсене чăвашлатмалла.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.14 20:21
И.Иванов судран "йахрав" чавашла илесшен.Анчах, паянхи куна нумай право терминологисене чавашла кусарман, кусаракан та, словаре сук.Суд канцелярине чавашлатас тесен институтсенче пулас туресене чаваш челхи верентмелле.Эсир менле шухашлатар?
2013.10.14 20:32
Аçтахар Плотников
«Анчах, паянхи куна нумай право терминологисене чавашла кусарман, кусаракан та, словаре сук.»
Пĕлместĕр пулсан ма апла калас? Эп пĕлетĕп, курнă — çӳхех мар юридици терминĕсен словарĕ пур. Симĕс хуплашкаллăскер.
Agabazar // 2018.39.7087
2013.10.14 21:21
Agabazar
Мĕн пустуй калаçмалла? Компьютерĕ çине чăвашла сарăм лартма ÿркенекен сайтçă пире чăваш чĕлхи çинчен ăнлантарать имĕш... Мăшкăлизаци! "Йыхрав" вăл турпас пысăкăш хут татаки. Чăваш чĕлхин вара ун çине вырнаçăнма та тивĕç çук иккен! Чăваш чĕлхи — ирокез чĕлхи мар, çав чĕлхепе усă курма пĕлекенсем, слапух Турра, вилсе пĕтмен-ха!
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.15 01:02
Admin, пур пулсан пите аван. Лавккасенче, институтсенче уса курнине асархаман халиччен. Саванпа та пурте пелмессе, анла саралман теесшен.Авторе кам?
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.15 01:13
Agabazar, суд "Йыхрава" чавашла сырасси хут пысакашенчен килмест.Йыхрав ярасси юлташ патне сыру сырасси мар, судан хайен сакунпа тивесле суд иртерес йала-йерки пур. Ку судран килмест, суд сакун сырмасть.
Agabazar // 1169.85.7550
2013.10.15 08:28
Agabazar
Agabazar:"Чăваш чĕлхи — ирокез чĕлхи мар, çав чĕлхепе усă курма пĕлекенсем, слапух Турра, вилсе пĕтмен-ха!" Сăмахсарсем çине пăхмасăрах, институтсене çÿремесĕрех усă курма пултаракансем пирки сăмах пырать. Каçарăр, ирокез чĕлхисем те вилсе пĕтмен. http://www.lingvisto.org/cherokee/generala.html Ун пирки асăннине метафора пек шутлăр.
2013.10.15 09:36
Аçтахар Плотников
«Admin, пур пулсан пите аван. Лавккасенче, институтсенче уса курнине асархаман халиччен. Саванпа та пурте пелмессе, анла саралман теесшен.Авторе кам?»
Сире çăкăр кирлĕ пулсан, анчах та эсир яла çӳрекен лавккара вăл юлмасан, эсир тепĕр лавккана каймастăр-им унта çăкăр шырама? Шыраканни тупать теççĕ. Кама кирлĕ вăл тупатех.
2013.10.15 09:40
Аçтахар Плотников
Суд саккун çырмасть, анчах суд саккуна пурнăçлама тивĕç. Чăваш чĕлхи — патшалăх чĕлхи. Йыхрав хутне чăвашла çырма нимĕнле саккун та чармасть! Сăмахĕ кунта — саккунлă ыйтăва тивĕçтерменнинче. Эп каланă пулăттăмччĕ — чĕлхене хĕсĕрленинче (саккун вара нихăш чĕлхене те хĕсĕрлеме памасть, ун пеккине экстремизм тет). Эктемизмшăн айăплаççĕ, анчах хăйсем эктремизмла ĕçсем тăваççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.15 09:56
Эп,паллах,суд енче мар тесе палăртасшăн. Анчах та вĕсен умозаключенийĕ çавăн пек: эпир Йыхрав хутне патшалăхăн пĕр чĕлхипе панă Иллене, вăл чăвашла кăна ăнланап тесе палăртман хăйне(енчен те туркка чĕлхипе пулсан килĕшетчĕ).Вара кунта логика текен япалана чĕртсен, тÿресем ним те саккуна хирĕç туман эпир тени курăнать.

Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем