Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лариса Петрова: ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ МАНМА ПУЛАТЬ-И?

Лариса Петрова21.03.2013 23:358894 хут пӑхнӑ

Хам унашкал лару-тӑрӑва ҫакланман та тӑван чӗлхене манма пултаракансене ӑнланма йывӑртарах мана. Темиҫе ҫул хушши таҫта аякра чӑвашла сӑмахламасӑр пурӑнсан чӑнах та чӗлхе манӑҫать-ши? Е кунашкал пулӑм тӑван халӑха хисеплеменнипе, унран вӑтаннипе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрисем салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах «вырӑсланса» таврӑнаҫҫӗ, теприсем ҫакна нумай ҫул хушши Мускавра (е ытти хулара) пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсене тӑван чӗлхе вырӑсла йӗркеллӗ пуплеме чӑрмантарать иккен. Хамӑра хамӑр хаклама пӗлмесен кӑна ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пуль.

Чӗлхе пирки каланӑ чухне пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫапла шухӑш ҫавӑрса хунӑ: «Ют чӗлхе пит аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ маттур пулсан та, ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӱреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ, пуян ҫын тумтирне тӑхӑнса хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ. Мӗншӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах усӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, ҫыннӑннипе анчах пурӑнатӑн, тейӗ. Хӑй халӑхне юратакан ҫын, кирек кам пулсассӑн та, хӑй чӗлхине пит пахаласа, темрен те мала хурса ӑна хӑй чунне юратнӑ пек юратать». Ҫавӑнпа ҫынсене кӑна мар, хӑвна хӑв вырӑс тесе ӗнентерме хӑтланни те кӑлӑхах. Чунупа эсӗ вырӑс мар пулсан.

Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, тенӗ ваттисем. Пӗр чӗлхе кӑна пӗлни ҫителӗксӗр пек туйӑнать. Чӑвашла пӗлекенсем вырӑсла та вӗренеҫҫӗ-ха. Анчах ачаран вырӑс чӗлхипе кӑна калаҫса ӱсекенсем чӑвашла вӗренесшӗнех-ши? Иккӗленӱллӗ.

Шупашкарта ют ҫӗршыв студенчӗсем сахал мар. Хӑшӗ-пӗринпе калаҫсан пит хӗрелсех каять: 7-8 чӗлхе таран пӗлекеннисем пур, эпир вара… Пӗр испан каччи каланӑччӗ: «Пӗр-ик ют чӗлхе вӗренетӗн те ыттисене ӑса хывма йывӑрах та мар». Юрать-ха, ачаран чӑвашла калаҫса ӱснӗ, вырӑсла пӗлетӗп, акӑлчанла ӑнланкалатӑп тата турккӑлла хӑш-пӗр сӑмахсене тӗшмӗртетӗп. Уншӑн та савӑнатӑп-ха. Чӑваш ӑс-тӑнӗ, тем тесен те, тӑван чӗлхене пӗлмесен чухӑнрах пулать. Никӗсне тӗрӗс хумасан мӗнле ҫурт ҫӗклентӗр-ха? Ытти чӗлхесене вӗренесси те тӑван чӗлхеренех пуҫланмалла.

Тӑван килне пӑрахса хӑварса Самара тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ пӗлӗш калани асран каймасть-ха. Арӑмӗ те, ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемпе, паллах, вырӑсла пуплеме тивет. Ҫуралнӑ ялне питӗ сайра килсе ҫӱрекенскер, тӑван сывлӑшпа сывланӑ май пӗррехинче ҫапла каларӗ: «Ӑнланмастӑп, тӑван чӗлхене мӗнле манма пулать? Эп унпа калаҫса ӱснӗ, ман чунра вӑл! Ак халӗ яла килтӗм те калаҫас килет, юрлас килет – ЧӐВАШЛА! Тӑван чӗлхене, хуть те мӗн калӑр та, манма пулмасть!» Мӗнех, ҫак шухӑшпа килӗшес килет. Хамӑр пирки хамӑрах «мӗскӗн чӑваш» е, каппайлансах кайсан, «маттур чӑваш» тени вырӑнсӑр. Сӑмахпа калани ниме те тӑмасть. Камсем эпир? Чӑвашсем, чӑваш чӗлхиллӗ халӑх. Ыттине пире айккинчен куракансем калӗҫ. Пирӗн вара хамӑра ырӑ енчен кӑна кӑтартма тӑрӑшасчӗ. Чӑвашла пӗлмесӗр халӑх ятне ярас марччӗ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 1039.8.4424
2013.03.27 10:25
Вихтăр пĕрремĕш пулнине пĕлтĕм, Акасапар Уçланкăра миçемĕш -ши? Мĕн профессор çине тапăнатăн эс. Тепĕр ялти сăваплă Хресчен надуманный профессорсенчен ирттерет ăс-тăн, мудрость енĕпе.Тепĕр чухне профессор ячĕнчен шикленмелле. Архипов çумĕнче те çÿрет пĕр профессор, Архипов-банкрота пулăшнине чухлимаç е ятарласа банкрот тăвать?
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.27 16:46
Акасапар, эс мĕнле ăнланусăр этем. Кунта профессор теми мар, чĕлхе тата хамăр йăла-йĕрке çинчен калаçу пырать. Эс яланхи пекех куçарса яран калаçăва экзаменра темăна пĕлмен студент пек. Кăштах вăтан Вишневскийпе Никольский умĕнче.
Agabazar // 2273.50.6782
2013.03.29 13:57
Agabazar
Мигель де Сервантес сăмахĕсене илсе кăтартам-ха. Ытла та вырăнлă пек тÿйăнать. http://snake-elena.livejournal.com/701649.html
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.29 18:13
Вĕлер,Акасапар, мĕн тума кирлĕ сан илсе кăтартнă сăмахусем. Тăван чĕлхенех юратнă пулсан эсĕ Чĕлхен мероприятисене хутшăннă пулăттăн ĕнтĕ. Паян та ав писательсен Союзĕ йĕркеленĕ Кайсын Кулиева( Балкар халăхĕ) халалланă Асилÿ кунĕ иртрĕ.Кам кăна пулмарĕ унта.Куç шăтиччен пăхрăм Акасапара кураймарăм. Питĕ кÿрентĕм, сăмах каласса кĕтнĕччĕ.
Пурис // 4225.14.3266
2013.03.30 17:58
Вихтăр ан вăрç-ха Акасапара, эп те пулимарăм ĕçре пулнипе. Акапасар сумлă кантурта ĕçлет пуль, çан пек мероприятисене тухса та çуримаç те пуль. Может Йыхрав хучĕ ярса париман, хăш-пĕришăн заподло Йыхрав хучĕсĕр çÿреме. Ав Тимĕр те Йыхрав пуррине палăртрĕ интервьюра.
Пурис // 4225.14.3266
2013.03.30 18:19
Тăван чĕлхе пирки каласан, Культура министрĕ тăван чĕлхепе лайăх, тарăн шухăшпа калаçать. Нумай мероприятисене хутшăнать. Ман шутпа вĕсем çутĕç министрĕпе тачăн килĕштерсе ĕçлесен питĕ лайăх пулмалла. Паллах, вĕсен çумĕнче ĕçчен команда пулмалла.
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 19:58
Agabazar
Вихтăр:"...Вĕлер,Акасапар, мĕн тума кирлĕ сан илсе кăтартнă сăмахусем. Çиччас ăнлантарса парап!
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:05
Agabazar
Пирĕн чăваш хушшинче, шел пулин те МЕХМĔРЛЕНЕС йăла пур. Суя "принципиаллăх". Оппонент "хăлха чикки" пама пултараймассине сиссенех пуçлаç вара тилĕрме. Халь те сирĕн шăпах çапла пулса пырать. Мĕн пулатчĕ енчен те вăхăтлаха та пулсан "ЭСЛЕТМЕ" пăрахнă пулсан? ЧĔЛХĔР ТАТАĂЛСА ŸКЕТЧĔ-ИМ?
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:09
Agabazar
Мĕн пустуй сăмсуна каçăртатăр çав вĕçĕмсĕр ЭС, ЭС, ЭС, ЭС,.. ТЕНИСЕМПЕ? Сире ку мĕн парать? Ĕне выляса илетĕр-им? Е такампа юри тупăшнă халлапри пек?
Agabazar // 1378.38.4129
2013.03.30 20:14
Agabazar
Сисетĕр, ĕнтĕ маншăн пурпĕрех. Сирĕн кулăшла-айванла каппаланăвăр мана нихăш енчен те чышмасть. "НЕ КОЛЫШЕТ" Анчах та япалан йĕрки пур, çăпатан кантри пур! Хăвăр нĕрсĕрлĕхе çеç кăтартатăр!

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем