Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин укҫи ӑҫта выртни паллӑ пулас...

Аçтахар Плотников19.03.2013 17:1414519 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче Кипр республики хӑйӗн хыснине кӑсӑклӑ майпа тултарма шут тытни пирки паллӑ пулчӗ — вӗсем, иккен, патшалахри банк счёчӗсенче выртакан укҫа-тенкӗрен 10 процентне хӑйпӑтса илесшӗн. Вырӑнти укҫа-тенкӗ учрежденийӗсем темиҫе кун ӗҫлемеҫҫӗ ӗнтӗ — кану кӗҫнерникунччен тӑсӑлма пултарасси пирки калаҫаҫҫӗ...

Инҫетре вырнаҫнӑ пулин те пирӗн патшалӑх ертӳҫисемшӗн вӑл ҫывӑх пулни тӳрех палӑрчӗ — Путин та Медведьев та тӳрех сиксе ӳкрӗҫ, патшалӑх ҫыннисен укҫине мар, хӑйсенне вӑрлаҫҫӗ тейӗн. Шухӑша путӑн капла... Тен, чӑнах та Путин укҫи Кипрти банксенче выртать? Тем тесен те ахаль мар вӗсем хирӗҫлени.

Характерно, что сейчас на ситуацию отреагировали и Путин, и Медведев — по-моему, по сгоревшим в свое время вкладам в Сбербанке власти не высказывались так жестко. То есть они явно дают понять, что озабочены делами Кипра и, видимо, неспроста.

Чӑн сӑмахсем.

Пуянсене шеллемелле-и, шеллемелле мар-и? Ку тепӗр ыйту. Анчах халӑх пурлӑхне ҫаратакансене пӗрре те хӗрхенмелле мар ман шутпа. Ҫав шутра халӑха ырӑ тӑвас вырӑнне хӑйсен кӗсьине тултаракан тӳре-шарана та.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

унтри // 2627.73.2894
2013.03.20 08:36
Ан куллянăр. Путин (Раçей) Кипр банкне тепĕр 10-15 МЛРД парать те, вăхăтлăха пăтăрмах путланать.
2013.03.20 11:05
Аçтахар Плотников
Аха çав :( Ĕç-пуç унталла пырать. Кивçенле вăл патшалăх укçине (хальлĕхе вăрламанскере) парать çав, хăйĕнне мар.
2013.03.20 11:07
Аçтахар Плотников
Чăн-чăн демократилле çĕршывра кун хыççăн Пĕрлĕхлĕ Раççейпе Путиншан чылайăшĕ сасăламан пулĕччĕ, анчах пирĕн патшалăхра паян суйлав ирттерсен те вăл çĕнтеретех ĕнтĕ :(
Игорь Сайман // 1487.24.9049
2013.03.20 21:30
Admin:"...хăйĕнне мар."

В.В.Путина хăйне укçа ним тума та кирлĕ мар. ("Хăйĕн" текен укçи пур пулсан та). Вăл шайри çын, ман шутпа, ĕмĕр ĕмĕрлемелли пайтине тахçанах гарантиленĕ. Анчах та Президент пĕр-пĕччен мар патшалăха тытса пырать. Тем пек вăйлă авторитаризм пулсан та, пулăшакансемсĕр ним те тăваймастăн!
Якур // 2135.1.7419
2013.03.23 07:55
Админа: Чăн-чăн демократилле çĕршывĕ ăçта-ши вăл, кунта палăртсан аванччĕ. Ман шутпа чăн демократи шутласа кăларнă япала. Ĕлĕкрех сумлă колхозсенче уполномоченнăйсен ирхи виç сехетчен пынă(собрание уполномоченных колхоза) пухăвĕ нумай демократиллĕрех. Кунта европа демократийĕ юнашар та тăман. Аса илĕр, кам вăл çулсенче пурăннă.
Вихтăр // 1039.8.4424
2013.03.23 12:29
И.Саймана: Путин пĕччен мар, паллах. Кашни кунах куратпăр-итлетпĕр вĕт. Тата мĕнле калать-ха Кадыров: вăл самый Великий человек после аллаха. Тепĕр тесен, историрен пĕлетпĕр: все великие бывают очень одиноки. Çавăнпа та тепĕр чух йăпанма хăтланнăшăн ăна упкелешмелле мар.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем