ÇЫНШĂН КУЛАЧ ÇИМЕ ХУШМАН Ыттисем мĕнле, ЭП ХАЛЛĔХЕ ТĔППИПЕХ ВЫРĂСЛАНМАН-ХА. ÇАВĂНПА ТА УРĂХ ХАЛĂХĂННЕ ТŸРЕ ТУСА ÇŸРЕС ШУХĂШ ÇУК.Вырăссенни пирки вырăссем хăйсем шутлаччăр. Пирĕн унта ĕç çук. Вырăсран та вырăсрах пулма кирлĕ мар пире. Эпир вырăслăх хуçисем мар.
унтри // 1345.69.5980
2013.02.25 14:47
Чăваш телевидени те çапла пуласран шикленсе халăх çине тухаймасть пулĕ-ши? Е, тухичченех хăй паттăрлăхĕнчен хăйех хăрать?
Якур // 1039.8.4424
2013.02.25 20:34
Вырăссем пирки шутламасăр санăн нимех те пулмасть пуль тăванăм. Эпир анклавра пурăнмастпăр вĕт. Кÿршĕсем тĕрĕс тĕкел пурăнччăр тесе шутламасан, вĕсене те малашлăх сунмасан пирĕн кунта сÿпĕлтетнин усси сахал пулать пулĕ. Эсир е эпир, шел пулин те, чăвашлăхăн та хуçи мар кун пек позиципе.
Вырăссем пирки шутласа мĕн тăвасшăн вара эсир, Якур? Е пирĕн ачасемпе мăнуксем вырăса тухса пыни çителĕксĕр-и? Е эпир вырăсла калаçни-çырни те çителĕксĕр-и? Тата мĕн тумалла?
Якур // 1039.8.4424
2013.02.27 09:46
Акапасар:"Пирĕн унта ĕç çук ... .". тата темтепĕр çыратăн та, çавăнпа сире хуравлас терĕм. Пире мĕн таран вырăссем, тутарсем, пушкăртсем çинчен шутлани вырăнлă пулма пултарать, çавăн таран шутласшăн.
унтри // 3521.20.2048
2013.02.27 11:39
Вырăса тухса пурăнма канлĕрех пулсассăн мĕнма апла пулас мар? Сана чăвашлăх мĕнпе илĕртет?