Микулай // 2688.45.2796
2012.10.28 17:46 | |
Прохоров- тепĕр Жириновский.Унран,унăн партийĕнчен нимĕн лайăхине кĕтмелли çук... | |
Микулай // 2688.45.2796
2012.10.28 19:57 | |
Демократи çинчен сÿпĕльтетрĕ,сÿпĕльтетрĕ...Анчах,унăн "демократийĕ" те ЛДПР парнинчен нумай уйрăлса тăмасть иккен.Халăхсене çаратакан,пусарса хуракан машинăна вăл тата вăйлăлатса ярасшăн çеç. | |
Аксар Чунтупай // 4069.84.9235
2012.10.29 20:56 | |
Прохоров наци автономине пĕтересси пирки ним те каламан, тăвансем... Регионсене пысăклатса вĕсене экономика енчен эффективлăрах тăвасси пирки сăмах пырать... Экономикăсăр Российăн та пуласлăх çук... Чăваш пирки вара каламалли те çук... Эпир Российăсăр пуш вырăн çеç... Глобализациленнĕ саманара пире пысăк акулăсем (Америка йышшисем) çăтса кăна ярĕç... | |
Микулай // 2688.45.2796
2012.10.29 22:55 | |
Ак кунта,вара,мĕн тесе çыраççĕĕ:http://total.kz/politics/2012/10/27 ... ov_prizval_likvidir/ | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.10.30 17:07 | |
Жириновский пÿтсĕрри каламасăрах паллă. Прохоров пирки васкар мар-ха.Хамăрăн чăваш депутачĕсемех Республикăмăра ПРЕЗИДЕНТ кирлĕ мар тесе Мускав умĕнче пуç тайрĕç. | |
Аксар Чунтупай // 2832.98.4323
2012.10.30 18:20 | |
Тĕрĕс, Тимĕр! Прохоров пек çĕнĕ çынсем. тен, наци политикине çĕнĕ сĕм кĕртĕç... Пурне те шанчăкран кăларар мар! | |
Аксар Чунтупай // 2832.98.4323
2012.10.30 18:22 | |
Микулай, казахсен прессине итлесен тем те шутласа кăларма пулĕ... Пÿрнерен ĕмсе кăларар мар! | |
Игорь Сайман // 9692.7.5056
2012.10.30 20:11 | |
Вырăс демократийĕ наци ыйтăвĕ патне çитсен вĕçленет... Çак сăмахсене кам каланине пĕлетĕр-и? Вăл - Украинăри Тĕп Радăна(1917-мĕш çул) никĕслекенсенчен пĕри Володимир Винниченко.
Жириновский, Прохоров текелетпĕр... Коми-Пермяк автономи округне, авă, вĕсен "пулăшăвĕсĕрех" пăрахăçларĕç. | |
Игорь Сайман // 2689.72.0031
2012.10.30 20:50 | |
Тăвансене явăçтарни пирки... Михаил Прохоровăн аппăшĕ(е йăмакĕ-ши?) пур. Ирина ятлăччĕ пулас. "Новое литературное обозрение" журналта ĕçлет тетчĕç-и? Ну, малалла мĕн калас тенине хăвăрах чухлатăр... |