Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Туслӑх — арканми?

Аçтахар Плотников24.02.2012 19:4120191 хут пӑхнӑ
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать. Пӗрле тӑнӑ пулсан Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ пӗтмӗччӗ ӗнтӗ. Пулӑшман ҫав пире вӑл вӑхӑтра вырӑссем, пирӗн халӑх тутар-монголсене тытса чарӗ тесе шаннӑ. Тен, тутар-монголсем пире ӑшаласа илсен Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх вӑйӗ чакасси пирки те шутланӑ пуль. Авторӑн ҫак шухӑшӗ мана пушшех те килӗшмерӗ вара.
Хӑйӗн шухӑшне Геннадий Кузнецов нумай пулмасть тухнӑ Путин статьине тишкернӗ май калӑпланӑ. Путин ун шухӑшӗпе ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ.
Ман вара ыйтас килет: Путин чӑнах та нумай нациллӗ халӑхшӑн пулнӑ пулсан мӗншӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн элтепӗрне суйлаттарасшӑн мар? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗн Президент пулаймасть (ма Пуҫлӑх кӑна пулмалла ун?)? Мӗншӗн вӗренӳре наци компоненчӗ пулаймасть? Мӗншӗн пирӗн республикӑра чиркӳ хыҫҫӑн чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ (Чулхула тӑрӑхнех илӗр — унта аплах тӑрӑшмаҫҫӗ-ҫке)? Мӗншӗн телекуравра вырӑс чӗлхи кӑна (ытти халӑхсен вара хӑйсен тапӑҫланма тивет /пирӗнешкел чухӑн халӑх вара, тапӑҫланаймасӑр, вырӑсла кӑна информаци илет/)? Тата ытти, тата ытти те.
Путина чӑнах та нумай нациллӗ патшалӑх кирлӗ пулсан вӑл пирӗнешкел наци республикисенчи вырӑс мар халӑхсен прависене пӑснӑшӑн вырӑнти пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтмалла. Пӗр тан условисем туса пама ыйтмалла. Ун пекки ҫук.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Игорь Сайман // 1071.58.5468
2012.11.29 17:20
XIX ĕмĕрте паллă вырăс историкĕ Н.Полевой чăвашсем пирки "Раççее пусса илнĕ çумкурăк" тенĕ. Çаврăнса пăхăр-ха паян йĕри-тавралла, çавнашкал "хаклава" аса илтерекен япаласене курмастăр-и? Уйрăм детальсемпе вак-тĕвексем таранах!!!
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.02 12:23

Пирĕн паянхи пурнăçри тепĕр вырăс( е вырăс мар-и вăл? куштанĕ Н. Володина тата та вирлĕрех калать пирĕн пирки-чăтатпăр вĕт-ха( ман шутпа хăй те çумкурăкран инчеех каяйман).
Эсир асăннă В.Лукьянов халĕ Америкăра ЧНК шухăшне сарать имĕш, анчах эпĕ ăна çав "тискер" амана хирĕçлеме сĕнтĕм те-хастарлăхне таçта кайса чикрĕ!
Игорь Сайман // 4524.5.4658
2012.12.02 14:22
Мĕншĕн "В.Лукьянов" çине шанса тăратăр? Калăр хăвăр, каламаллах пулсан...
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.04 15:09

Çав ама В.Лукьянăва( хирĕç каланă-и вăл, каламан-и)ĕçрен хăтарнă( мана мар, эпĕ культурă вучахĕнче вăй хумастăп). Эпир вара унчченех ун пек "Культура" пуçлăхне килĕштерменни çинчен çирĕппĕн, уççăн пĕлтерме ыйтнăччĕ- сăмах çавăн çинчен. Хамăр çĕр çинче кĕрешес вырăнне -Пĕрлешÿллĕ штатсенче ĕç тунă пек туса çÿреме питĕ меллĕ! Вĕсен команди çавăн пурнăçпа пурăнать.
Атнер // 3513.83.6407
2012.12.04 19:14
Шел пулинте пирĕн конгресра çавăн пек йăх-яхсем кăна пухăннă.Пирĕн паттăр Тымарлан унта иртсе çÿренĕ чухнете кĕместь.
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 22:52
Алюш:"...Çав ама В.Лукьянăва( хирĕç каланă-и вăл, каламан-и)ĕçрен хăтарнă..." Тиек йытти тил тытать,Тил тытса та юраймасть;Пуп кушакки пул тытать,Пул тытса та юраймасть...Çапла мар-и? "Сăпайлă" пулма тăрăшни хăйнех çамкаран пырса çапнă.
Игорь Сайман // 2943.88.3813
2012.12.04 23:04
Атнер:"...Пирĕн паттăр Тымарлан унта иртсе çÿренĕ чухнете кĕместь." Шел. Манăн Тымарлана унта та, прзидиумсемпе трибуна çинче те курас килет. Е чĕнекен çук-ши? Е ОРАТОР ĂСТАЛĂХĔ çитсех каймасть-ши? Вĕренмелле!
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.05 10:32

Сайман, эсĕ Тымарлана суд е ваккат ĕçĕсемпе тăрмашнă чухне чĕнме тăрăш( ТĂВАН чĕлхепе ирттерсен тÿлевсĕрех пырать). Вара ОРАТОР ĂСТАЛĂХНЕ чухлăн, ăна мухтаса каламастăп- ĕçе чĕнекенсем мухтаччăр. Президиумра УНĂН кăна мар, манăн та ларма кăмăл çук-ăçтиçуксемпе юнашар. Тепĕр тесен ПРЕЗИДИУМРА ĕç тăмасть вĕт-ха!
Игорь Сайман // 3277.83.3760
2012.12.05 18:33
Тымарлан конгресран тарса çурет тени-суя. Нумаях пулмасть вăл Н.Лукиановпа тата Илле Ивановпа конгресс валли йышăну проектне(ĕмĕлкине) ăсталаса панă. Президиум çав документа 3 сехет хушши шĕкĕлченĕ. Йышăну урăхларах пулнă пултăр,çапах та пăхса тухнă вĕт!
Якур // 1039.8.4424
2012.12.08 12:08

Тымарлан Ĕмелкене ăсталани, шĕкĕлчени унăн тепĕр хăватлă енне кăтартать. Вăл "Президиумри аксакалсем" пек вĕтелсе кайман, уншăн малти вырăнта ĔÇ тăрать. Вăл сăмахран, ЧНК чÿк уйăхĕнчи чаплă ларăвне çырса илчĕ, кама кирлĕ çтеырса парать.Унăн Президиумра ларма вăхăт çукрах.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем