Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Патшалӑхӑн Пӗтӗмлетӳ Аттестацине (9 класс) пӑрахӑҫланӑ иккен

Аксар Чунтупай06.02.2012 20:087829 хут пӑхнӑ
Ӗнер пире (те ырӑ хыпар тес, те ырӑ мар тес) ҫакна пӗлтерчӗҫ: Патшалӑхӑн Пӗтӗмлетӳ Аттестацине (9 класс) пӑрахӑҫланӑ иккен. Ку вара, ман шутпа, ҫакна пӗлтерет: чӑваш чӗлхин статусне тата аяларах антарни. Вырӑс чӗлхипе ГИА вара пӑрахӑҫламаҫҫӗ. Апла пулсан, ял шкулӗнче те чӑваш чӗлхине вӗренмесӗр пурӑнма пулать. Пӗтрӗ чӑваш чӗлхи! Пире никам та илтмест, пирӗнпе канашламасӑрах пӑрахӑҫласа пыраҫҫӗ... Намӑссӑрсем! Ҫакна чӑвашсемех тӑваҫҫӗ вӗт-ха. Тата, никам та шарламасть...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вол // 1434.82.6525
2012.02.07 16:55
Çук. Математикăпа вырăс чĕлхине ЕГЭ майĕпех памалла пулать. Ыттисене вара хăвăр шкултах юрать. Анчах та 9мĕш хыççăн техникума каяс тетĕн пулсассăн кирлĕ предметсене ЕГЭ майĕпе парсассăн меллĕрех.
Васса // 3608.65.7720
2012.02.07 17:10
Елĕкхи пек сочинени е изложени те çырмаççĕ- и вара?
Акулина // 2726.08.3405
2012.02.07 19:18
Кам хушнипе пăрахăçланă? Çакна пĕлес килет. 11-мĕшсене кĕртсе панă пирки мар-и? Пĕр енчен, 9-мĕшсенне çăмăллатни лайăх, вырăс чĕлхипе те, математикипе те гиа ирттересине пăрахăçламалла. Хам вĕрентекен пулнипе питĕ аван пĕлетĕп экзаменсене мĕнле тыттарнине.
2012.02.08 15:59
Аксар Чунтупай
Вунпĕрмĕшсем те чăваш чĕлхине суйласа илсе кăна тытаççĕ вĕт-ха, Акулина. Вĕсем республикипе те пĕр 100 ача пулĕ-и... Халь вара тăххăрмĕшĕнче те çапла пулĕ. Кăна эпир паян ăнланса илейместпĕр-ха, хамăр ĕçе (чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ĕçне) çăмăллатнă пек туйăнать.
2012.02.08 16:00
Аксар Чунтупай
Тепĕр 10 çултан класунтан тухса тарас килĕ ак, мĕншĕн тесен ачасенчен пĕри те анне чĕлхипе калаçмĕ... Çавăн патне пымалли çăмăл та яка çул ку!
Владимир // 1725.85.9347
2012.02.08 16:49
Ку сăмах 9мĕш класс пирки кăна. Чăваш чĕлхи. Сочинени е изложени çырассине шкулта хусамăр йышăнăр.
Акулина // 2777.42.0628
2012.02.08 17:07
9-мĕшсем чăваш чĕлхипе гиа тытнинчен килет пулсан ялти ачасем класра чăвашла калаçассипе калаçмасси... Садикрисемех вырăсла калаçса ÿсеççĕ. Кăçал 1 класа килнисем пурте килĕсенче вырăсла калаçаççĕ. Гиа мĕнне пĕлеççĕ-и вĕсем?
Владимир // 1725.85.9347
2012.02.08 19:43
Кăçалтан чăваш чĕлхипе экзамен майне шкул хăй йышăнать.
Галина // 1446.59.3519
2012.02.09 07:00
Пирĕн шкул ачисем пурте чăваш чĕлхипе экзамен суйласа илнĕ.
2012.02.09 17:19
Аксар Чунтупай
Садике çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем савăнсах ÿкрĕç ĕнтĕ... Тинех чăваш чĕлхи суйласа илмеллисен шутĕнче... Кĕçех вĕренÿ программинчен кăларса пăрахĕç ăна. Вара ĕçĕ те пĕтнĕ чăваш чĕлхипе... Кахал çав эпир. Камран тĕслĕх илетпĕр?

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем