Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чун ыратать теҫҫӗ

Аçтахар Плотников31.12.2011 14:249073 хут пӑхнӑ
Паян куҫ умне пӗр вырӑс хаҫачӗ тӗл пулчӗ. Унта хайхи пӗр хӗрарӑм хӑйӗн чунне пырса тивнӗ ӳкерчӗк пирки каласа парать.
Хайхи ҫулла, тет, тӑван яла кайма тиврӗ тет. Курган облаҫӗнче вырнаҫнӑ яла ҫитме те йывӑр пулчӗ тет — ҫул ҫук, пуррине те йывӑр тиенӗ машинсем пӑсса пӗтернӗ тет. Аран-аран ҫитнӗ хайхи... Мӗн курнӑ-ха вӑл ялта? Пуш-пушах ларать тет. Хӑтлӑ ҫуртсем тӑлӑххӑн лараҫ тет. Кунтах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк тет. Хӑрушӑ иккен, чуна ыраттарать кунашкал ӳкерчӗк. «Халӗ кам килӗ-ши ӗнтӗ вӗсене асӑнма?» — ыйтать вулакансенчен вӑл.
Паллах, ҫак хӗрерӑм, хӑйне пӗрре те айӑпламасть. Хӑй те, ыттисем пек хӑтлӑ пурнӑҫ шыраса яла пӑрахса кайни ҫинчен аса та илмест. Вӑл тӑван кӗтесе хӑварнӑран ыттисен юлмалла пулнӑ-ши? Тата тепӗр енчен — кам чарать ӑна ку яла таврӑнса тӗпленме? Никам та пулӗ. Ял пурнӑҫӗ хулари пек мар пулни ҫеҫ чӑрмантарать ҫак утӑма тума.
Мӗн калас килет ман? Ыттисене айӑпличчен чи малтан хӑвӑр ҫине пӑхма ан манӑр. Яланах чи малтан хӑвартан пуҫламалла. Ҫав хӗрарӑм пек ан пулӑр — ыйвӑр лару-тӑрӑва чи лайӑх пурнӑҫлаканни чи малтан эсир, кайран вара ыттисем (мӗншӗн тесен вӗсене ҫав йывӑрлӑха пӗтертеррес тесен вӗсене ыйтмалла, йӑлӑнмалла...). Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ ячӗпе! Ҫӗн хӑват та ҫӗнӗ вӑй патӑр вӑл сире!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Елена // 2359.63.1051
2012.01.04 21:11
Тĕрĕсех, Николай, кашни çын чи малтан хăйĕнчен ыйтас тăк пирĕн пурнăçра çакăн чухлĕ татса паман ыйту та пулмĕччĕ.Ну эсĕ маттур,Николай, чăваш сайтне хăв çине илсе йĕркелесе пыни чăн-чăн паттарлăх.Çĕнĕ çул ячĕпе сана, тăванăм! Турă вăй-хăват патăрах малалла ĕçлеме!
Тимер // 5574.4.5423
2012.01.05 23:52
Чăвашлăхăн никĕсĕ-чĕлхе.Чăваш чĕлхи паян ялта кăна хуçаланать.Ял вара пĕтсе пырать.Чĕлхепе пĕрле.Министерствăна шансан нимте пулмасть.Хамăртан кăна килеть.
Васса // 6313.1.0301
2012.01.13 21:07
Ăста куратăр эсир ял пĕтсе пынине?
Галина // 1681.03.4966
2012.01.15 05:42
Район хаçачĕ районта хаçатсене еплерех çырăннине пичетленĕ. "Хыпар" хаçата районти 148 çын илсе тăрать, "Тантăш" хаçат - 35 экземпляр.
Васса // 3709.29.2804
2012.01.17 15:56
Çакă ял пĕтнине пĕлтерет-и? Халăх вулама пăрахнине çеç пĕлтерет.
Галина // 1028.52.3696
2012.01.20 18:25
Чăвашла хаçат çырăнакан - ял халăхĕ. Ялсенче чылай кил-çурт дача вырăнĕнче кăна.
Тимер // 5574.4.5423
2012.01.20 21:45
Каçхине ялпа утса тухсан чун ыратать.Çутăсăр çуртсем нумайлансах пыраç.Патшалăх политикине хирĕç каяймăн:ял пĕтсе пырать.
Вол // 1228.9.9229
2012.01.25 15:20
Эпĕ ялта çуралнă, ялтах ĕçлесе пурăнатăп, хам ачасенчен пĕрне ялта çавах хăваратăп. Анчах ĕлĕкхи пек мар. Ывăла хальхи пурăнăçра кирлĕ ĕçе вĕрентсе укçсаллă вырăна яратăп. Авлантăр, арăмĕпе ачисене кунта усратăр. Çурт-кермен ларттăр. Сакăнпек кăна хальхи вăхăтра яла та чăвашлăха çăлса хăварма пулать.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем