Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Коммунистсен партийӗ референдумпа ҫӳрет

Аçтахар Плотников30.09.2011 22:0114493 хут пӑхнӑ
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?». Вырӑсла предложение тӳрремӗн куҫарнӑ ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара пенсие тухас ҫула ӳстермелле маррипе килӗшетӗр-и? темелле ҫеҫ пулнӑ. «Хӑвӑрӑн хурава ыйтуран пушӑ клеткӑна ҫырса хурӑр» тенинех епле кӑткӑслатса янӑ. «Хурава ыйтӑвӑн пушӑ тӑваткалне ҫырӑр» — тени самай кӗскерех те ӑнланмалларах.
Тата вырӑслинче «Да», «Нет» хуравлама пулать пулсан, чӑвашлинче вӑрӑммӑн ҫырмалла — «Килӗшетӗп», «Килӗшместӗп». «Аха», «Ҫук» теме юрамасть. Ман хӑна калашле чӑвашлинче те «Да», «Нет» тесе ҫырма ҫеҫ ирӗк панӑ терӗ.
Ҫавах, ку ӗҫпе ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калас килет. Вырӑслине хатӗрленӗ май чӑвашлине тума та вӑхӑт тупнӑ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.10.01 11:38
Килĕшетĕп.Чăнах та,чăвашла хатĕрленĕшĕн тав сăмах каламалла.
2011.10.01 14:43
Аксар Чунтупай
Паллах, килĕшмелле! Çĕршыва çаратса пĕтерчĕç едроссем, эпир вара пĕчĕк ĕс укçипе аран=аран саплаштарса пурăнатпăр (харпăрлăха ярса илнисенчен ытларах вăй хуратпăр пулин те...)
2011.10.01 14:44
Аксар Чунтупай
Ăслă çын влаç партишĕн нихăçан та сасăламасть...
Вол // 2523.98.8800
2011.10.05 14:41
Тĕлĕнмелле самана! Коммунистсем халăхран "килĕшетĕн-и" е "килĕшместĕн-и" тесе ыйтма тытăнчĕç! Мĕне пĕлтерет-ши ку?
2011.10.06 12:59
Мĕне пĕлтерет-ши ку?

Суйлав çитет :)...
2011.10.06 15:30
Аксар Чунтупай
Коммунистсем халăх ĕмĕтне палăртакан пĕртен-пĕр парти, тем тесен те... Ыттисем хăйсен кĕсйине мĕн чухлĕ укçа кĕрессине çеç шутласа лараççĕ...
2011.10.06 15:53
М.ш.п., пурте партисем пĕр пек, вĕсене суйлав чухне кăна халăх кирле.
Вол // 4226.58.1843
2011.10.12 17:14
Аксар Чунтупай "Коммунистсем халăх ĕмĕтне палăртакан пĕртен-пĕр парти" Çаратар-та, пайлар-и?
2011.10.13 18:52
Аксар Чунтупай
Коммунистсем 80 çул пуçтарнă çĕр-шыва кам çаратрĕ? Едрос йышши уйкушниксем.
2011.10.13 18:56
Аксар Чунтупай
Коммунистсем - Раççей империне калле пуçтаракансем. Мухтав вĕсене! Пурте хамăр сасса коммунистсемшĕн парар! Еврейсене, Америке сутăнакан партишĕн сасăлакан суйлавçă чăнах та тем çитмен çын пек туйăнать.

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем