Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш халӑхне ПРЕЗИДЕНТсӑр хӑварчӗҫ

04.09.2011 10:2615024 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутатчӗсем ( "Единая Россия" ушкӑнӗ ) ҫак тискерлӗхе туса хучӗҫ. Игорь Моляков, Виктор Ильин, Андрей Кулагин депутатсем ҫеҫ хирӗҫ тӑрса каларӗҫ. Паян - Президентсӑр, ыран - Республикӑсӑр, тепӗр кун - чӗлхесӗр тӑрса юлӑпӑр. Чӑваш Республикин Конституцийӗне халӑхпа калаҫмасӑр, унтан вӑрттӑн, Пӗрлех Раҫҫейӗн " чаваш уписем" пӗр шутламасӑрах "Республика Хуҫи" ҫине ылмаштарчӗҫ. 90-мӗш ҫулсенче чӑваш паттӑр ачисем Президент туса хурас тесе нумай вӑй хунӑ, митингсем иртернӗ, "голодовка" тытнӑ.
Ӑҫта кайса пӗтрӗҫ ҫакӑн пек патвар та хапӑр чӑваш арӗсем?
Ҫак кун Чӑваш патшалӑхне пӗтерес пӗрремӗш утӑмӗ пулчӗ. "Чаваш уписен" хушшинче хӑйсене " эпӗ- чӑваш халӑх ачи" тесе нумай кӑкӑра ҫапакан депутатсем пур. Анчах та чӑваш халӑхне ура ҫине тӑратас , мӗскӗнлӗхе пӗтерес ҫӗртре - шыв сыпнӑ пек лараҫҫӗ.
Чӑваш нации конгрессӗ Президента хӑварас пирки нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫавӑнпа Авӑн 2-мӗшне малашне каледарьте - чӑваш халахӗн хура палли туса хума чӗнетеп.
http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page ... 2287/1091256/1094515
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 1762.02.1463
2011.09.10 20:57
Конгресăн акатуй шухăшĕ кăна-ха. Шанчăк пур ЧАП партине. ЧОКЦ пур.Туркайпа Хусанкай,Станьялпа Кипеч ма шарламарĕç-ши?
2011.09.11 19:38
Аксар Чунтупай
ЧАП парти тахçанах сÿннĕ ĕнтĕ. ЧОКЦ кĕнеке кăларассипе çеç ĕçлет. Хусанкай, Станьял, Кипеч ку енĕпе ĕçлеме ватăлнă ĕнтĕ. Çамрăксем халсăр...
Атнер // 5574.4.5423
2011.09.11 20:03
Хĕрÿ чĕреллĕ паянхи Çеçпел-ТУРКАЙ?
CHELBIR // 1807.51.8975
2011.09.13 18:39
CHELBIR
Çапла ĕнтĕ вăл пуç пулса тăракан Пĕрлĕхлĕ Раççей ушкăн.Ушкăн та мар енчен те ахăртнех мул хуçисен эшкерĕ мĕн тăвас тет çавна тăвать.

Страницӑсем: 1, 2, [3]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем