Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: еврей сенатӑра чаваш халӑхне хӳтелеме хӑварчӗҫ

20.02.2011 12:5915703 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Нарӑс 18-шенче Чӑваш Патшалах канашӗ иртрӗ. Ҫак ларура Федераци Совечӗнчи Чаваш патшалах канашен представителӗ - Леонид Лебедев хутшӑнче. Калас пулать, Леонид Лебедев сенатор 8 (сакӑр) ҫул хушши ӗнтӗ Чӑваш халӑхне Раҫҫей Совет Федерацийӗнче кӑтарста тӑрать. Хамӑр Республикаран сумлӑ а пултаруллӑ чӑваш ҫынни тупайман пуль ентӗ? Мен тӑвать вӑл унта - никам та пӗлместь? Анчах та пирӗн депутатсем ку ыйтупа интересленмеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене тата чиновниксене шалу укҫине хӑпартас пирки кӑна ҫунаҫҫӗ. Лебедева сенатортан кӑларас тесе Игорь Моляков депутат кӑна ыйту ҫӗклере, анчах ытти депутатсем шыв сыпнӑ пек ларчӗҫ. Ку ссылкӑпа Патшалах канашен ларуне курма пулать:
chuvashiya.livejournal.com/128843.html

Пирӗн Чӑваш наци конгрессӗн президенчӗ тата вице-президенчӗсем халӑх хушшинче кӑкар ҫапма юратаҫҫӗ: "Чӑвашсем - Раҫҫейре 3-меш халӑх, вӗсем пур влаҫ органӗсенче те ӗҫлемелле!!! ", ҫапах та сӑмса айӗнчи япаласене курмаҫҫӗ. Халиччен Совет федерацийенче, Чӑваш республикинчен чӑвшла пӗлмен 2 еврей халах представителӗсем ӗҫленӗ (Слуцкер тата Лебедев). Слуцкер вырӑнне ЧР перремӗш президентне Н.В. Федорова лартнӑ. Анчах, пӗлекен ҫынсем каланӑ тӑрӑх, НВФ Раҫҫей министр юстиции пулнӑ чухне, анкетӑра национальность йӗркинче хӑйне: " вырӑс" тесе ҫырса янӑ теҫҫӗ. Тем тесен те, НВФ арӑмӗ те еврей теҫҫӗ. Эппин, чӑваш халахӗпе еврей халӑхӗн туслӑхӗ ӑҫтан пуҫланса кайнине пӗлме пулать... Халӑхсен туслӑхе лайӑх та кирлӗ япалла, анчах пысӑк влаҫ органӗсенче(Совет Федерацийенче) чаваш халӑхне хутӗлекенсем чӑвашран пулманни тӗнче мӑшкале!!! Кӑҫта пирен поэтсем, писательсем, наци юхӑмен ҫыннисем, чӑваш маттур арӗсем? Мана паян ҫак япалашӑн намӑс, тӑван халӑхшӑн намӑс. Ҫавӑнпа хама чӑваш тесе мар, Сувар ят килӗшӳллӗрех тесе шутлатӑп. Шутласа пӑхӑр ха ентешсем: Чӑваш культура министрӗн 3 ҫумӗсенчен иккӗшӗ: Вячеслав Фошинпа Лира Тазетдинова чӑвашсем мар, чаваш культури пирки нимӗн те пелмеҫҫе, анчах ҫав вӑхӑтрах паллӑ та пултаруллӑ режиссер Вячеслав Оринов пек талантлӑ ҫынсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Ҫакӑн пек тискерлехсем Чӑвшра кана курма пулать, тутар, пушкӑрт, мордва е мари ҫершывенче ҫакан пек халӑха хирӗс влаҫ органӗсем хӑтланмаҫҫӗ. Ҫак япала тем тесен те халӑх айванлӑхенчен,шыв сыпнӑ пек чӑваш интеллигенцийенчен пулса тухрӗ. Кун пек малашне пулсан,Жириновский калани пек пулать: республикӑсене петермелле, крайпа облаҫсем кана пулмалла. Чаваш республикине Ульяновск облаҫҫӗпе перлештермелее, Ленин сумне пӑртак хамар ҫине илме...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 1002.35.2043
2011.03.29 11:00
Халăх ,паллах, паянхи кун питĕ хавшак хамăрăн историне пĕлменнипе.Мăнаçлăх туйăмĕ пач та çук пирĕн."СУВАР"фонд зпир аслă та мăнаçлă халăх пулнине тата пирĕн хамăрăн патшалăхăмăр пулни çинчен аса илтерсех тăрать.
Саня матки Валерикки // 5224.9.1947
2011.04.04 07:53
Мăнаçлăх вăл чăвашлăха маннинче мар,тăван чĕлхепе калаçма вăтаннинче мар, ытти халăх хушшинче хăвна мăнаçла тытма пĕлнинче,урăх халăхпа тус-юлташла пурăнма пĕлнинче.Ни вырăс мар, ни чăваш мар пеккисем хунаса кайнине пĕтереймĕпĕр."Сэ ля ви" темелли çеç юлĕ.
Володя // 2092.29.8655
2011.04.12 20:20
"Мăнаçлăх вăл чăвашлăха маннинче мар,тăван чĕлхепе калаçма вăтаннинче мар, ытти халăх хушшинче хăвна мăнаçла тытма пĕлнинче,урăх халăхпа тус-юлташла пурăнма пĕлнинче" Эсĕ питĕ тăнлă çын. Ан чах та тăван чĕлхене чăваш ачине шкулта çине тăрсах вĕрентмелле.
Саня матки Валерикки // 2356.10.7329
2011.04.15 18:02
Эсир,хисеплĕ Володя,асăрханă пуль юлашки çулсенче мĕн чухлĕ чăваш ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене чăвашла калаçма вĕрентмеççĕ.Менталитечĕ вара çав шăпăрлансен чăваш та,вырăс та мар.Килте тумалла ăна! Шкул çине тĕллесе ним те пулмĕ!Çакна тума питĕ пысăк тăн кирлех те мар!
2011.04.17 00:08
Атнер.Сăварсен патшалăх ĕçĕнче хушăнас тесен парти туса хумаллах.Пăлхарсен партине тума Кубрат пур.Чăн-чăвашсем тупĕç ,кам çумĕнче чăмăртанмаллине.Çакăн пек партисенчен депутатсем пулсан, еврей Совет Федерацинче ларас çук.
2011.04.17 00:14
Мана сăварсен партине çырма пултаран.Йышпа ĕç тума лайăх.
Саня матки Валерикки // 4920.8.8600
2011.04.17 06:26
Йшăнăр мана тесе эп те ал çĕклетĕп.
Акулина // 1499.04.5883
2011.04.17 09:09
"Шутласа пăхăр ха ентешсем: Чăваш культура министрĕн 3 çумĕсенчен иккĕшĕ: Вячеслав Фошинпа Лира Тазетдинова чăвашсем мар, чаваш культури пирки нимĕн те пелмеççе, анчах çав вăхăтрах паллă та пултаруллă режиссер Вячеслав Оринов пек талантлă çынсем ĕçсĕр юлчĕç."
Çакăнта çырнине Игнатьев президента пĕлтермелле е ăна хăйне сĕнÿ памалла çак сайта кĕрсе пăхма.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.17 11:08
Министрсем шайĕпе ĕçлеме туса хунăччĕ ĕнтĕ чăваш конгресне. Пĕтерчĕç Архиповсем. Тек акатуй пирки пуплеççĕ. Йĕркеллĕ те сумлă конгресс пулсан Игнатьева та çăмăлрах пулатчĕ ĕçлеме. Конгресăн заявлени тума та хал çитместь вĕт-ха чĕлхене хÿтĕлес тесе.
Атнер // 8568.8.6851
2011.04.17 18:31
Паянхи суварсем хушшинче ятлă-сумлă çынсем нумай. Сăмахран:халăх художникĕ Агеев. Академик Трофимов суварсене хисеплет. Парти тума шутламастпăр. Аксакалсемпе канашламалла. Паянхи кун суварсен пĕрлешес юхăмĕ вăйланса пырать.

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем