Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.
«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.