Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2010 21:41 | 1963 хут пӑхнӑ

Паян, малтанхи ытти ҫулсенчи пекех, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче халӑх митинга пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ — чӑваш чӗлхи кунӗ тата И.Я. Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ.

Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствисенчен, Шупшкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи чӑваш филологи факультечӗсенчен, Чӑваш наци конгресӗнчен салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха «Шуҫӑм» ансамбль тата шкулсенчи ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, сӑвӑ вуласа пачӗҫ.

Пӗлтӗр ку вӑхӑтра наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑннӑччӗ — халӑх пухӑнӑвӗнче ытларах ун пирки калаҫатчӗҫ, кӑҫӑл вара ҫитес халӑх ҫырӑвӗ пирки пуплерӗҫ — пурне те чӑваш ятпа ҫырӑнма чӗнсе каларӗҫ, «сӑвар», «анатри» халӑхсене палӑртсан пӑтрану ҫеҫ кӗртӗҫ тесе пӗлтерчӗҫ. Ачисене, мӑнукӗсене чӑваш ятпа ҫыртарма вӑтанма хушмарӗҫ. Пухӑва килнӗ ачасене вара ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсене чӑваш ятпа ҫыртарма ыйтӑр (14 ҫула ҫитиччен ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑлӗ-ҫке) терӗҫ.

Мана ку пухӑва чӑвашла пӗлменнисем те килни савӑнтарчӗ — сӑмах калакансене ӑнланас тесе ушкӑнпа вырӑсла куҫарса тӑчӗҫ. «Тӗрлӗ-тӗрлӗ» сӑмахҫыхӑнӑвне аран куҫарнине хам хӑлхапа илтрӗм — малтан «тӗрӗ»-пе ҫыхӑнтарчӗҫ, кайран, ӑнланмалла пулса тухманнине кура, тӗрӗссине шыраса тупрӗҫех. Хула шкулӗнче чӑвашла ӑнланмалӑх вӗрентеҫех пулас. Чӑвашсен хушшинче ытларах чӑвашла калаҫсан ним мар калаҫса кайма пултараҫҫӗ.

Пуху вӗҫӗнче И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем каярах пулӗҫ

#Чӑваш наци конгресӗ, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #митингсем, #чӑваш чӗлхи, #Шуҫӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем