Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗр ушкӑн преступлени тума каварлашнӑ. Каварлашнӑ кӑна мар, самай ҫынна улталама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе республикӑн прокуратури халӗ суда ярса панӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн виҫӗ ҫынтан тӑнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ Азербайджан Республикин ҫыннисем пулнӑ, тепри — Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пурӗ 15 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Каварлашса ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑскерсем суя укҫана хӑйсемех хатӗрленӗ, упранӑ тата «ярӑнтарнӑ».
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Азербайджан арҫынни хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе Мускавра паллашнӑ. Унтан вӑл вӗсене суя укҫана Чӑваш Енри суту-илӳ точкисенче тыттарма сӗннӗ. Ҫак тӗллевпе йӳнӗ тавар туянмалла, уншӑн 50 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлмалла. 5 пин тенкӗлӗххисем пурӗ 80 штук пулнӑ. Алла кӗнӗ таса тупӑша пӗр-пӗринпе пайлама калаҫса татӑлнӑ. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшчен вӗсем суя укҫана 13 штук ярӑнтарса ӗлкӗрнӗ.