Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.
Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.
Хĕрупраç // 1645.22.8491
2015.05.17 16:49 | |
Информаци тӗрӗс мар. Ку конкурс район шайӗнче Мӑн Этменте иртме пултарайман. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта иртнине пӗлетӗп. | |
