Ку ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче ҫӗкленӗ. Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн шучӗпе ҫӑнӑх хакланнине тытса чарма йывӑр. Малтанласа тырӑ хакне ӳстерессине ҫӑварлӑхлама тӑрӑшмалла имӗш.
Ҫӑкӑр тата кондитер изделийӗсен хакӗ пирки РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче хускатнӑ. Ҫӑнӑх хӑвӑрт хакланни аграрии ведомствине пӑшӑрхантарать пулин те хака ӳстерме сӑлтав пуррине ҫӳлтисем йышӑнаҫҫӗ иккен. Ҫулталӑк хушшинче ҫӑнӑх 19 процент хакланмалла, тырӑ хакӗ — 70 процент. «Тырӑ хакӗ ӳснине тытса чарасси — тӗп ыйту», — тенӗ Федоров министр.
РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ те ҫӑкӑр хакланни обьективлӑ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем монополипе кӗрешекенсем тӗрӗслессине пӗлсе тӑрсах пустуйран хак ӳстермӗҫ тесе шухӑшлать-мӗн асӑннӑ комитет ертӳҫин ҫумӗ Надежда Школкина.
Ҫӑкӑр хакӗ 10 процент хӑпарма пултарать теҫҫӗ.