Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваша чӑваш чӗлхи кирли пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.11.2014 23:55 | 1833 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ.

Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ хӑйӗн сӑмахӗнче вӗренӳ пӗтӗмӗшле вырӑсла иртмелли пирки каларӗ, чӑвашли — чӑваш чӗлхи валли юлать. Пур предмета та чӑвашла пуҫламӑш классенче вӗрентесси вара наци шкулӗсенче кӑна пур иккен.

Светлана Владимировна наци шкулӗсене эрнере ултӑ кун вӗрентнинчен пилӗк кунлӑха куҫассине чарма, куҫнисене — сӑмах кунта Каҫал тӑрӑхӗнчи тата Элӗк районӗнчи шкулсем пирки пырать — каялла тавӑрма хушнӑ иккен. Ку сӑмаха пухӑннӑ халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупса йышӑнчӗ. «Наци шкулӗсем пилӗк куна куҫма юрамасть. Элӗксене халь каларӑмӑр. Ҫӗнӗ 2015 ҫулта, январь уйӑхӗнчен, калле май ултӑ куна куҫӑр тесе. Пӗтӗм предметсемпе куҫмастӑр пулсассӑн — чӑваш чӗлхине шӑматкун вӗрентмелле, пӗтӗм сехечӗсене калле май тавӑрмалла тесе. Ку пулӑм урӑх ан пултӑр», — терӗ министр ҫумӗ халӑх умӗнче.

Владимир Клементьев хӑй сӑмахӗнче ЧНК Уставӗнче чӑваш чӗлхине хӳтӗлесси тӗп тӗллевӗ пулни пирки каларӗ. Вӑл Казахстанри тӗслех пирки каласа пачӗ — унта чӑваш чӗлхине ачасем эрнере 4 сехет вӗренеҫҫӗ иккен. Тепӗр тӗслӗх — Тутарстан. Кунта чӑваш чӗлхине эрнере 5 сехет вӗрентеҫҫӗ. Пӗлме: пирӗн тӑван республикӑра 3 сехет ҫеҫ. Валерий Клементьев чӑваш чӗлхине ача пахчинченех вӗрентме пуҫласси пирки калаҫусем пуҫармалли пирки, чӑвашла вӗрентӗве чӗлхене вӗрентнӗ чухне кӑна мар, ытти уроксенче те — сӑмахран физкультурӑра — анлӑлатмалли пирки калаҫрӗ.

Канашлӑвӑн тулли вариантне «Сӑвар ТВ» инҫет телеканалта паллашма пулать.

#Казахстан, #ЧПГӐИ, #ЧНК, #Элӗк районӗ, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #канашлусем, #Тутарстан

 

Комментари:

Людмила // 1823.0.1331
2014.12.01 07:51
Çеçпĕл çуралнăранпа 115 çул çитрĕ, асăрхануллăрах çырмалла!
2014.12.01 10:08
Аçтахар Плотников
Геронтий Лукианович çапла каланă пек илтĕнчĕ те, хам тĕрĕслемерĕм. Юсарăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем