Чӑваш спортсменки Европӑн чи малти вунӑ ҫӑмӑл атлетика спортсменкисем шутне кӗнӗ
Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн (ЕҪАП) сайчӗнче иртернӗ сасӑлавне пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 20 ҫухрӑма спортла утавӗн тӗнче рекордсменки Олимпиада Иванова ҫулӑн чи малтисем шутне тухнӑ. Сасӑлава ЕҪАП членӗсем, хаҫат-журнал представителӗсем тата общественность членӗсем хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсен хушшинче чи нумай сасса шестпа сикекен паллӑ Раҫҫей спортсменки Елена Исинбаева, арҫынсем хушшинче — Виргилиюс Алекна(Литва) тивӗҫлӗ пулнӑ.
Олимпиада Ивановӑна ку хыпарпа саламлатпӑр!