Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ тӑрӑх ку кунсенче Ҫӗрпӳ районӑн ача-пӑча библиотекинче 2005 ҫул хушшинчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, библиотекӑра тӑракан ачасене ҫӗнӗрен регистрациленӗ. Пӗтӗмлетӳ ӗҫесем хушшинче Ҫӗрпӳри иккӗмӗш вӑтам шкулти 4а класра вӗренекен Антон Павлов 2005 ҫул тӑршшӗпе 106 кӗнеке вуласа тухнине палӑртнӑ. Антон шкул программи тӑрӑх кӗнекесене вулать иккен тата унсӑр пуҫсӑр фантастикӑпа приключениллӗ кӗнекесене кӑмӑллать.
Ҫавӑн пекех ҫав шкулта 2 класра вӗренекен Аня Петрова, Маша Беляева, Саша Никоноров ачасем нумай вуланине палӑртнӑ.