Ҫемьере иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине паян пӗлмен ҫын ҫук ӗнтӗ. Вӑл тупрана нумайӑшӗ ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма: кам хваттер туянма, кам общежитинче пӳлӗм илме, кам ҫуртлӑ пулма — усӑ курать. Анчах амӑш укҫине амӑшӗн пулас пенсийӗ валли хурса хӑварма та юрать, ачасене вӗрентме те.
Амӑш укҫи ҫинчен калакан программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри 750 ытла ҫемье 28,5 миллион тенкӗлӗх ыйтса ҫырнӑ. Тӑвай районӗнче 20 ҫын 760 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Укҫана ача вӗреннишӗн тӳлеме уйрӑма та, вӗреннӗ вӑхӑтра общежитинче пурӑннишӗн татӑлма та чармаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче ун пек ыйтакансем пулман та, республикӑра 9 ҫын ҫапла ыйтупа тухакан пулнӑ иккен. Ҫавсем пурӗ 90 пин тенкӗ ыйтнӑ.