Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫеҫпӗл» хӑйӗн юбилейне чӗнет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2009 12:07 | 1802 хут пӑхнӑ

Пушӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн курав залӗнче «Ҫеҫпӗл» ансабль концерта чӗнет. Ӑна юрӑҫсен ушкӑнне йӗркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ.

«Ҫеҫпӗл» — професиллӗ юрӑҫсене пуҫтарса йӗркеленӗ Чӑваш Енри пӗрремӗш юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ. Ансамбль чылай тӑрӑха ҫитсе курнӑ — СССР шутне кӗнӗ республикӑсене, Чӑваш Ен тулашӗнчи хуласене. Чӑваш Енре те ушкӑн час-часах хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.

1994 ҫултанпа ушкӑна Чӑваш Ен халӑх артистки Ирина Резникова ертсе пырать. Ансабльте мӗн йӗркеленӗренпе ӗҫлекенсем те пур: Олег Крюков сасӑ режиссёрӗ, Владимир Тимаев гитарист. Куракансене уйрӑмах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсен, Александр Галкинпа Маргарита Туринген сассисем килӗшеҫҫӗ. Ушкӑнри кӗвӗ вӗрентекенӗ Раҫҫейри композиторсен союзӗн пайташӗ, Чаваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.

#юбилейсем, #Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, #концертсем, #Шупашкар

 

Комментари:

Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.26 12:51
Migulaj çырать:
«Çеçпĕл» ансамбĕле 40 çулпа саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ĕç-йăлинче тата нумай çитĕнӳсем сунатăп.
Анонимла // 1854.56.5420
2009.03.03 10:30
чавашла юрлассе- ши? Шел пулин те юлашки вахатра Сеспел хайен санне сухатса пырать. Палла вырас юррисем анчах шарантарать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем