Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫул вӑл — ҫур пурнӑҫ, — теҫҫӗ халӑхра. Сахал нушаланнӑ-и вӑрманлӑ Карапай Шӑмӑршӑялӗн ҫыннисем пылчӑклӑ-путлӑхлӑ ҫулсемпе ҫӳресе? Ҫавӑнпа та вӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн ҫулсем тӑвасси пирки йышӑннӑ программине ырласа кӗтсе илчӗҫ. Шел пулин те, кашни ял урамнех ҫул сарма хальлӗхе укҫа-тенкӗ тивӗҫмест, ҫавӑнпа та ҫынсен хӑйсен пуҫарулӑхӗ те кирлӗ. Акӑ, Калинин урамӗнче пурӑнакан Э.Старшов ҫул тӑвасси пирки «Слава» фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫипе А.Денисовпа калаҫса пӑхнӑ. Александр Васильевич пӗр пӑркаланмасӑрах техника уйӑрса пама килӗшнӗ. Пӗр техника кӑна та мар, иккӗ — экскаватор тата КамАЗ автомашина. Унччен пылчӑк ҫӑрӑлакан урамра кӗске вӑхӑтрах ҫӗр хӑпартрӗҫ, хӑйӑр тата вак чул сарса тухрӗҫ. Экскаваторпа ӗҫлекен А.Столяров, КамАЗ водителӗ Г.Никитин пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Ял ҫыннисем те тӑрӑшуллӑ пулчӗҫ, 50 метр тӑршшӗ ҫула тума ватти-вӗтти хутшӑнчӗ. «Халӑх сурать — кӳлӗ пулать», — теҫҫӗ халӑхра. Халиччен Калинин урамне тракторпа ҫеҫ кӗрсе тухма май пулнӑ пулсан, паян ҫӑмӑл автомашинӑпах ҫӳреме пулать. Турӑ пулӑшсан, хӑйсем тӑрӑшсан, тен, ҫитес ҫулсенче асфальт та сарӗҫ-ха. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пур чух лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленес килет.
