Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑ чухне шар курнӑ харпӑр 25 ҫурта юсама 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, укҫа-тенке Шупашкар округӗнчи ҫуртсене юсама уйӑрнӑ. Списокра – 25 харпӑр ҫурт, вӗсенчен тӑваттӑшӗ Вашук ялӗнчи Вашук урамӗнче, тепӗр 21-шӗ — Варпуҫ ялӗнчи Ворошилов, Киров тата Юханшыв урамӗсенче.
Сӑмах май, унччен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал ҫу уйӑхӗнче республикӑна пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑнсан Шупашкар округӗнче тата Муркаш округӗнче 86 харпӑр ҫурт, ҫавӑн пекех тӑватӑ дача сиенленни пирки пӗлтернӗ.
