Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикине тин кӑна 12 автобус илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Транспорт министертви пӗлтерет.
Кӑҫал республика хушма НефАЗ 16 пысӑк атобус туяннӑ. Кун валли 242,95 миллион тенкӗ тӑкакаланӑ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн вӗҫлениччен республикӑна тепӗр тӑватӑ автобус кӳрсе килӗҫ. Вӗсем те пысӑк класлисем пулӗҫ.
Сӑмах май, унччен республикӑна 27 НефАЗ илсе килнӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ халӗ «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут ҫинче ӗҫлет.
2027 ҫулта пысӑк класлӑ 30 автобус, вӑтам класлӑ 10 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килӗҫ. 2028 ҫулта вара Чӑваш транспорт управленийӗ тепӗр пысӑк класлӑ 53 автобуспа пуянланӗ.
