Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта выртакан тӑванӗсене пӑхакансене ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама вӗрентеҫҫӗ.
Вырӑнпа выртакан ҫынна пӑхасси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫипуҫне ылмаштарса тӑхӑнтартмалла, вырӑн таврашне улӑштарса памалла, кӗлетки шӑтса каясран асӑрхаса тӑмалла. Вырӑн ҫине тӑратса лартнӑ чух пилӗксӗр те тӑрса юлӑн.
Асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем пӑхакан ҫыннӑн сывлӑхӗ малти вырӑнта пулмалла тесе калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пӑхаканни те хавшасан халсӑр ҫынна кам пӑхӗ?
Социаллӑ центрти Тренировка хваттерӗнче выртакансен тӑванӗсене ҫывӑх ҫыннисене тӗрӗс пахма вӗрентеҫҫӗ. Центрта ҫеҫ мар, киле тухса ҫӳресе те.
Тӗпленрех ыйтса пӗлес тесен 50‑00‑94 номерлӗ телефонпа шӑнкӑравламалла.
