Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ачасем «Камсем эпир? Хӑш йӑхран?» ыйту пирки пуҫ ватнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.10.2026 12:07 | 17 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Чӑрӑшкасси шкулӗн пабликӗнчн илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑрӑшкасси шкулӗн пабликӗнчн илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекен ачасем «Камсем эпир? Хӑш йӑхран?» ыйту пирки пуҫ ватнӑ. Философилле тата историлле ку ыту тавра пуҫа ҫӗмӗрттерме хистекенни — вырӑнти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Алина Николаева.

Маларах асӑннӑ ыйту хуравне тупас тесе 5 тата 6 -мӗш класс ачисемпе Иван Яковлева аса илнӗ.

«Ӑна, паллах, эпир яланах асра тытатпӑр, анчах паян уйрӑм сӑлтав — вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑ кун. Пиллӗкмӗшсем те, улттӑмӗшсем те тупӑша-тупӑша хӑйсем мӗн пӗлнине каласа пама васкарӗҫ, ҫӗннине шырарӗҫ. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр чӑвашлӑха упраканӗ, хӑй 20 ҫулта чухне чӑваш ачисем валли шкул уҫаканӗ пулнине, чӑваш алфавичӗ, букварӗ вӑл тӑрӑшнипе паянхи кун та пурӑннине тата ытти тӗрлӗ пулӑмсене каласа пачӗҫ. Маттур пирӗн ачасем. Вӗсенче — чӑваш пуласлӑхӗ!

Камсем эпир? Хӑш йӑхран? Ачасем хуравне тупрӗҫ: эпир Иван Яковлевич Яковлев йӑхӗнчен, апла пулсан, чӑннипех те чӑн-чӑн чӑвашсем, пуласлӑха шантаракансем», — тесе пӗлтернӗ вӗренӳ учрежденийӗн пабликӗнче.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #истори, #астӑвӑм, #шкулсем, #ачасем, #вӗрентекенсем, #Шупашкар районӗ, #Чӑрӑшкасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем