Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уяв каҫне «Сарпи тусӗсене пухать» тесе ят панӑ. Ҫапла ят пани тӳрре тухнӑ та.
Юбиляра саламлама Чӑваш Енрен, Мари Элтен, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен, Комирен, Мускавран тата Санкт-Петербургран хӑнасем килнӗ.
Каҫа Августа Уляндина ертсе пынӑ, уява «Ярды» ансамбль Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсемпе уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн республикӑри чи лайӑх коллективсем сцена ҫине тухнӑ, шкул ачисем вара унӑн ача-пӑча пирки ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ.
Каҫа оперӑпа эстрада ӳнерӗн ӑстисем те хутшӑннӑ, уяв пысӑк концертпа вӗҫленнӗ.
Палӑртса хӑварар: Раиса Сарпи (Бородкина) 1951 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.
