Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Суйлав кунӗнче шкулта вӗрентмӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.09.2026 12:39 | 28 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Суйлав кунӗсенче Шупашкарти шкулсенче ачасем вӗренмӗҫ. Анчах пуринче те мар. Суйлав участокӗ уҫнӑ шкулсенче. Апла пулин те ачасен уроксем пулмӗҫ тесе савӑнмалла мар, мӗншӗн тесе инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.

Аса илтерер: ҫак эрнере, авӑн уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче, суйлав иртӗ. Ун чухне эпир Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине депутатсене суйлӑпӑр.

Суйлав кунӗсенче ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентни вӗренӳ пахалӑхне витӗм кӳмест тесе ӗнентереҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ министерствинче.

Суйлав пирки каласан, унта та инҫет ҫыхӑну мелӗпе хутшӑнма пулать. Халсӑр ватӑсем вара суйлав участокӗн ӗҫченӗсене киле чӗнсе илме пултараҫҫӗ. Унчченхиллех меслет те пур: кӑмӑл пуррисем суйлав участокне ҫитсе килейӗҫ.

#вӗренӳ, #шкулсем, #ачасем, #суйлав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCkIbjQPDI
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем