Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейри форума хутшӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.08.2026 09:29 | 26 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри педагогсем Класс ертӳҫисен пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнӗҫ.

Мероприяти авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ. Кӑҫал ӑна улттӑмӗш хутчен йӗркелеҫҫӗ. Унта ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионӗнчи 700 учитель пуҫтарӑнӗ. Вӗсем ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ. Унта хутшӑнма вара 43 пин ытла заявка пуҫтарӑннӑ.

Сумлӑ йыша Чӑваш Енри 6 учитель лекнӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Канашран, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Шупашкартан тата Комсомольски районӗнчен.

Форумра класс ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, ачасене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен экспертсем тухса калаҫӗҫ.

Сӑмах май каласан, форума инҫет ҫыхӑну мелӗпе те хутшӑнма пулать. Онлайн-трансляцие итлес тесен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен регистрациленмелле.

#вӗренӳ, #учительсем, #форумсем, #Мускав, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Ҫӗмӗрле, #Канаш, #Комсомольски районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-176390060_17834
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем