Шупашкарта 18 ҫулти хӗре наркотик сутнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл 20 эпизодпа айӑплине ҫирӗплетнӗ. Ӑна колоние 5,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Хӗре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарти Котовский урамӗнче тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫумӗнче 30 тӗрке наркотик пулнӑ. Хӑй те сиенлӗ япала витӗмӗнче пулнӑ.
Телефонӗнче вӑл кураторӗпе ҫырӑннӑ, хӑш подъездсенче «закладкӑсем» пуррине пӗлтернӗ. Ҫав вырӑнсене тӗрӗслесен 18 грамм ытла наркотик тупнӑ.