Канаш округӗнче пурӑнакан Кудряшовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Георгий Павловичпа Мария Тимофеевна 1965 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ тӑхӑр мӑнукпа тата икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. «Пирӗн чи пысӑк пуянлӑх – ачасемпе мӑнуксем», – теҫҫӗ вӗсем.
Георгий Павлович пушар хуралӗн водителӗнче 35 ҫул ытла ӗҫленӗ. Мария Тимофеевна вара медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ, вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ фельдшерӗ. Халӗ те вӗсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ, кил хуҫалӑхӗнче тӑрмашаҫҫӗ.