Шупашкарти 38-мӗш шкулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне Иван Дубанова халалласа мурал уҫнӑ.
Иван Степанович ҫак шкулта 40 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ачасене географи предметне вӗрентнӗ. Вӑл Горький хулинчи педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Ачасене вӗрентнисӗр пуҫне Иван Дубанов экскурсисемпе экспедицисем йӗркеленӗ. Вӑл 15 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, ҫак йышра тавра пӗлӳ тата топонимика словарӗсем пур.
Иван Степанович пирӗнтен нумаях пулмасть, 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.