Шупашкарта пурӑнакан кинемее палламан ҫынсем ҫине-ҫинех улталанӑ. Вӑл вара вӗсене кашнинчех ӗненнӗ. Лешсем унран 1,5 миллион ытла тенкӗ сӑптӑрса илсен те хӑпман - шӑнкӑравласах тӑнӑ. Кинемей патне полицейскисем киле пырса ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ.
Пӗлтӗр кинемей инвестицисемпе ӗҫлесе илес тесе 150 пин куҫарса панӑ. Иккӗмӗш хутӗнче ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, «хӑрушсӑр счет» ҫине 630 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Виҫӗ уйӑх каялла кинемее палламан ҫын 800 пин тенкине инвестицие хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫав укҫан пӗр пайне вӑл пӗлӗшӗнчен кивҫен илнӗ, тепӗр пайӗ - кредит.
Ултавҫӑсем ун патне шӑнкӑравлама пӑрахман. Хальхинче ӑна 1,5 милион тенкине тавӑрма тесе 100 пин тенкӗ ыйтнӑ.